Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Лукойл-Атăлнефтепродукт" общество директорĕпе Андрей Спиринпа тĕл пулнă

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Лукойл-Атăлнефтепродукт" общество директорĕпе Андрей Спиринпа тĕл пулнă. "Лукойл" акционер обществи пуш-çĕртме уйăхĕсенче республикăра ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене çăмăллăхлă йĕркепе дизтопливăпа тивĕçтерсе тăрĕ. Çав хушăра кÿрсе килмелли калăпăш – 6460, пуш уйăхĕнче 630 тоннăпа танлашать. Чулхула облаçĕнчи Кстовăри тата Сергачри нефть базисенчен 85 тонна турттарса килнĕ ĕнтĕ.
Михаил Васильевич кÿршĕсенчен çăмăллăхлă майпа топливо туянни Чăваш Ен хресченĕсемшĕн пысăк пулăшу пулнине палăртнă. Анчах туянма картса хуни çур аки ирттерме çитмессе пултарать. Андрей Спирин ку ыйтăва татса памалли çулсенчен пĕрне Раççей Ял хуçалăх тата Энергетика министерствисем килĕшÿ тунинче курать, Чăваш Ен аграрийĕсен умĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе пурнăçламашкăн пулăшма шантарать. "Вăл мĕнлерех пынине ял ĕçченĕсене пĕлтерсех тăмалла, – тенĕ республика Пуçлăхĕ. – Тавар туса илекенсем çăмăллăхлă йĕркепе мĕн чухлĕ дизтопливо туяннине çынсем пĕлсе тăччăр".
(В.НИКОЛАЕВ)



19 марта 2012
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter