Хутшăнусем çирĕпленеççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Палестина патшалăхĕн Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Фаед Мустафапа тата Палестина патшалăхĕн Президенчĕн экономика канашçипе Башар Аль-Масрипе тĕл пулнă.

Тĕл пулура промышленноç тата сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенче килĕштерсе ĕçлессин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Башар Аль-Масри Чăваш Ене Палестина патшалăхĕн Президенчĕ Махмуд Аббас ыйтнипе килнине пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - Палестина делегацийĕшĕн Чăваш Енре пулнă кунсем питĕ тухăçлă та кăсăклă иртнĕ: “Эпир чылай вăхăт ĕçлекен производствăсенче те, Трактор завочĕ йышшисенче, çĕнĕ предприятисенче те, тĕслĕхрен, хĕвел модулĕсем хатĕрлекен заводра, пулса куртăмăр. Чăваш Енпе Палестина пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлени чăнласах та пысăк усă кÿмелле”.

Республика Пуçлăхĕ çакнашкал визитсем Палестина пирки ытларах пĕлме май панине палăртнă. “Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче пирĕн республикăна Палестина Президенчĕ Махмуд Аббас килсе кайни Чăваш Ен историйĕнче йĕр хăварчĕ”, - тенĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл Чăваш Ен ют патшалăха малашне те тĕрлĕ енлĕн пулăшма хатĕррине каланă.

Виçĕ кунлăха тăсăлакан визит вăхăтĕнче Палестина делегацийĕ Чăваш Енри темиçе предприятипе организацие çитсе курнă. Хăнасем “Спортпа вăйă оборудованийĕн завочĕ” АХО, “Трактор завочĕсем” концерн” корпоративлă управленийĕн компанийĕ” ООО, хĕвел модулĕсем хатĕрлекен “Хĕвел” ООО ĕç-хĕлĕпе паллашнă, СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн Мемориал комплексĕнче те пулнă. С.Н.Федоров академик ячĕллĕ “Куç микрохирургийĕ” наука-техника комплексĕн Шупашкарти филиалĕнче Палестина делегацийĕ клиника ертÿлĕхĕпе хăйсен патшалăхĕнче те çакнашкал медицина учрежденийĕ тăвас ĕçре пулăшу кÿресси пирки калаçса татăлнă.

 И.БЕЛОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 марта 2012
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter