Шупашкар районĕ:пĕчĕк ал ĕç ăстисем

Республикăри «Шырав» IX наукăпа практика конференцийĕнче чи лайăх презентацишĕн Тренккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Татьяна Борисова («Вьетнам наци костюмĕ – ташă элеменчĕ» темăпа) – «Мода тата шкул» номинацире мала тухнă. Çĕнĕ шухăшлавпа ĕç­ленĕшĕн Кăшавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем: Мария Капчикова тата Анастасия Эткерова («Дракон» темăпа ) «Ал ĕç пултарулăхĕ» номинацире çĕнтернĕ. Чи лайăх презентацишĕн Ачасен пултарулăх центрне çÿрекен Анастасия Волкова («Нумай функциллĕ сад скульптури «Черепашка Флоринда» темăпа ) «Ал ĕç ăсталăхĕ» номинацире парне илме тивĕç пулнă.



02 марта 2012
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter