Шупашкар районĕ: Интернет-конкурс çĕнтерÿçисем

 Çырмапуç ял тăрăхĕнчи Иккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем «Кит – компьютерсем, информатика, технологисем» конкурса хутшăннă. Пĕтĕмлетÿсене нумаях пулмасть Интернет сайтĕнчен пĕлнĕ, сертификатпа сувенир илнĕ.

Лайăх кăтартусемпе Юрий Федоров (70 балл), Софья Степанова (72 балл), Настя Шигапова (73 балл), Максим Федоров (82 балл), Дария Михайлова (97 балл) тата Костя Иванов (82 балл), Аркадий Федоров (75 балл) мухтанма пултараç­çĕ. Кашни ачана DVD-диск парне тивĕç­нĕ.



02 марта 2012
10:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter