Малашлăх никĕсне хывнă май иртнĕ вăхăт урокĕсене те асра тытатпăр

Малашлăх никĕсне хывнă май иртнĕ вăхăт урокĕсене те асра тытатпăр

Чăваш Енĕн хисеплĕ çыннисем! Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче эпир сирĕнпе Раççей Пре­зидентне суйлама суйлав участокĕсене пы­ратпăр. Пирĕн пурин те хамăршăн çăмăлах мар йышăну тума тивет. Çавна май эпĕ чăваш халăхĕ яланхиллех лайăх шухăшласа тата яваплăха туйса ăслă йышăну тăвасса шанатăп.

Сире эпĕ республикăн социаллă пурнăçĕ­­пе экономики ата­ла­нă­вĕшĕн яваплă пулса тăракан пуçлăх пек çеç мар, аслă çĕр-шы­вăмăра çирĕплĕх тата чечекленÿ сунакан ахаль гражданин пек те чĕнсе калас тетĕп. Раççейпе Чăваш Ене эсир те çавнах сунни пирки пачах та иккĕленместĕп.

Хамăр пуласлăха палăртиччен, атьăр-ха, каялла çав­рăнса пă­хар, юлашки 10 çул хушшинче мĕн-мĕн тунине ытлашши хĕрсе кай­масăр, лăпкăн кăна тишкерсе тухар.

XXI ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне çĕр-шывăмăр саланса каяс патне çитнĕччĕ – ку чăн пулăм, ăна хирĕçлеймĕн. Шăпах 2000 çултан пуçласа 2012 çул тĕлне патшалăхăн çирĕп тытăмне туса хума, се­паратизм хăрушлăхне сирсе яма, йĕркеленсе прес­туплени тăвас­сине çĕнтерме, малашнехи аталанăвăн уçăмлă стратегине палăртса хума май çитернĕ. Ку – питĕ пысăк çитĕнÿ.

Эпĕ хамăн статьяна тĕрлĕ цифрăпа чыхса тултарас тата макроэкономика кăтартăвĕ­­семпе усă курса сире республика ма­лалла шанчăклăн утнине ĕнентерес теместĕп. Куçа савăнтаракан статистика отчечĕ – пĕртен пĕр тĕллев мар. Чи кирли – граждансен пурнăçĕ чăнласах лайăхланни. Çавна май экономика ÿсĕмĕ те, инвестици активлăхĕ те, социаллă пулăшу виçисем ÿсни те, медицина, вĕренÿ енĕпе паракан пулăшусен пахалăхĕ лайăхланни те, тата паянхи влаç органĕсем тăвакан ытти нумай япала – Чăваш Енре пурăнакан çынсен пурнăç шайĕ ÿснине ĕненмелле çирĕплетеççĕ.

2000 ÇУЛТА РЕСПУБЛИКА ПРОМЫШЛЕННОÇĔ умĕнче калама та çук кăткăс тĕллев тăратчĕ. Аталаннă çĕр-шывсенчен техника аталанăвĕ енĕпе юлса пынине кĕске вăхăт хушшинчех пĕтермеллеччĕ, производствăна çĕнетмеллеччĕ, ĕç тухăçлăхне палăрмаллах ÿстермеллеччĕ тата продукци пахалăхне кирлĕ шая çĕклемеллеччĕ. Çакна тăваймасан пирĕн предприятисем рынок условийĕсенче конкурентлă пулайман пулĕччĕç.

Эпир чылай ĕç тума пултартăмăр. Республикăри машинăсем тă­ва­кан чи пысăк предприятисем хăйсен вăй-хăватне сыхласа хă­варчĕç кăна мар, малалла та кал-кал аталанаççĕ. Производствăсенче çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕ, продукци па­халăхĕ – тĕнче шайĕнче. Тĕслĕхрен, 2000 çулта пирĕн тĕнчери пахалăх стандарчĕсене тивĕçтерекен пилĕк организаци пулнă, халĕ вара вĕсен шучĕ ик çĕре яхăн.

Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра пысăк технологиллĕ çĕнĕ пред­приятисем хута кайнă, вĕсем вун-вун миллиард тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Çĕнĕ Шупашкарта часах «Хĕвел» фирмăн хĕ­вел батарейисене туса кăларакан завочĕ хута каймалла. 2020 çулччен кăна Чăваш Енре 95 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртса хунă, асăннă проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ 403 миллиард тенкĕ ытла. Ку 35 пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ, çав шутран пĕрре виççĕмĕш пайĕ – пысăк технологиллĕ предприятисенче.

Пирĕн республика Раççейри монохуласене пулăшу парас енĕпе пур­нăçланакан пилот проектне хутшăнать. Хальлĕхе унта Раççейри 50 хула, çав шутра Чăваш Енрен Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр, вĕсем хăйсен малашнехи аталанăвĕ валли федераци бюджетĕнчен çĕр-çĕр миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Черетре Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне тата Сĕнтĕрвăрри хулисем.

ЭПИР ХАМĂРĂН ЯЛСЕНЕ СЫХЛАСА ХĂВАРТĂМĂР. Çĕр-шыва пĕртен пĕр партин генеральнăй секретарĕсем тата Тĕп Ко­митечĕн по­литбюровĕ ертсе пынă çулсенче тĕрлĕ съездра тата пленумра «ялпа хула хушшинчи уйрăмлăха пĕтересси» пирки ка­лаçма юрататчĕç. Анчах та çав уйрăмлăхсем мар, çĕр пичĕ çинчен чылай ял ĕмĕрлĕ­хех çухалчĕ.

Халĕ вара юлашки 10-12 çул хушшинче пирĕн рес­пуб­ликăра мĕн-мĕн пулса иртнине куç умне кăларар. Чăваш Ен картти çинчен халăх пурăнакан пĕр вырăн та çухалман, вĕсенчен кашнин патнех «кăвак çулăм» илсе çитернĕ, çулсем хывнă. Çаксем пурте питĕ пысăк та пĕлтерĕ­шлĕ улшăнусем шутланаççĕ, ун пирки ĕлĕк­рех ĕмĕтленме кăна пултарнă, çитменнине çав çĕнĕлĕхсене пурне те ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ.

Агропромышленноç комплексĕ пирки, 90-мĕш çулсенчи евĕр, «тĕп­сĕр шăтăк» тесе калама пăрахрĕç, ăна аталантарасси прио­ритетлă наци проекчĕ пулса тăчĕ. 2006 çултан пуçласа 2011 çулчченхи тапхăрта Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсене пулăшма феде­раци тата рес­пуб­ли­ка бюджечĕсенчен 10 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă, отрасль аталанăвне тĕрлĕ финанс çăл куçĕнчен хывнă укçа-тенкĕн пĕтĕ­мĕш­ле хисепĕ вара 30 миллиард яхăн тенкĕпе танлашнă. Çитменнине тата шăпах юлашки çулсенче яла халĕччен пулман пулăшу кÿреççĕ.

Тепĕр, питех те пĕлтерĕшлĕ тĕллев – ял пурнăçне çам­рăксемшĕн илĕртÿллĕ тăвасси. Çакăн валли çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене çуртăн шутласа палăртакан хакĕнчен тă­каксен 70 процентне саплаштаратпăр. Ку программăпа 1200 çын усă курнă та ĕнтĕ.

Çамрăк врачсене ялта ĕçлеме явăçтарас шутпа çĕр-шыв Правительствин Председателĕ Владимир Путин «Земски тух­тăр» проект сĕнчĕ. 2011-2012 çул­сенче аслă шкул пĕтернĕ хыç­çăн яла ĕçлеме килекен 35 çулч­ченхи меди­цина ĕçченĕсем 1 мил­лион тенкĕлĕх пĕр хутчен паракан тÿлев илеççĕ. Чăваш Енре вара ялти çамрăк тухтăрсене ипотека енĕпе процент тÿленипе пула­кан тăкаксен пĕр пайне саплаштарса та пулăшаççĕ.

 

Çапла майпа пы­сăк ăсталăхлă специалистсем яла тĕпленсе хăйсен пурнăçне майлаштарса яма пултараççĕ.

ЧĂВАШ ЕНРЕ ДЕМОГРАФИ ЛАРУ-ТĂРĂВĔ ЛАЙĂХЛАННĂ. 2011 çулта, 2000 çулхи кăтартупа танлаштарсан, пирĕн ача 1,4 хут ытларах çуралнă. Çак ырă улшăну та Владимир Путин тунă пуçарусемпе, сăмахран, амăшĕн капиталĕ çинчен калакан федераци саккунĕпе çыхăннă. 2012 çулта амăшĕн капиталĕн сумми 387 пин те 640 тенкĕ те 30 пуспа танлашать. Килĕшетĕр-и – çемьешĕн çакă палăрмаллах пысăк пулăшу! Чăваш Енре эпир ку енĕпе тата тепĕр утăм турăмăр, çавна май халĕ 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çут тĕнчене килекен /усрава илекен/ виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача­семшĕн вĕсен ашшĕ-амăшне республика бюджетĕнчен тата 100 пин тенкĕ хушма укçа уйăрса параççĕ.

Унсăр пуçне, хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене ла­йăх­латма çамрăк çемьесене патшалăх пурăнмалли çуртăн шутласа палăртакан хакĕн 30-35 проценчĕпе танлашакан социаллă тÿлев парса пулăшать. Пĕр ачаллă çемьешĕн çавнашкал пулă­шăвăн вă­там виçи 495 пин тенкĕпе танлашать. Манăн указпа килĕшÿллĕн тата Чăваш Енре çамрăк çемьесене ипотека кредичĕпе усă курнăшăн процентсем тÿленипе пулакан тăкаксене кредит договорне тунă кунран пуçласа 10 çул хушши таран çулталăкри 4 про­цент виçепе республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Урăхла каласан, кивçен илекеншĕн процент ставки потребитель кредичĕн рынокри хакĕнчен икĕ хут йÿнĕрех пулса тухать.

Çие юлнă хĕрарăмсене тата тин çуралнă ачасене пысăк шайри ятарлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине пула пирĕн тин çуралнă ачасем вилеслĕхĕн кăтартăвĕ Раççей Федерацийĕнчи регионсен хуш­шинче чи пĕчĕкки – 1000 ача пуçне 3,5 пепке. Чăваш Енре юлашки 10 çул хушшинче сывлăх сыхлавĕн 60 ытла объектне хута янă, çав шутра икĕ теçеткене яхăн - хальхи йышши диагностика тата сиплев центрĕ.

Спортпа туслашма хăтлă майсем туса хунă. Ултă çул хуш­шинче республикăри районсенче физкультурăпа сывлăха çирĕп­летмелли хальхи йышши 22 комплекс хута янă. Çавнашкал тата виçĕ комплекс Чăваш Ен тĕп хулинче çĕкленсе ларĕ, унта, вĕсем­сĕр пуçне икĕ катоклă Пăр керменне тума тытăннă. Республикăра пурăнакан çынсен вăтăр процентне яхăн йышĕ спортпа кăсăкланать, урăхла каласан, хăйĕн сывлăхне çирĕплетессишĕн, эппин, пурнăçне тăсассишĕн çине тăрать.

Çак ĕçсем ырă çимĕç кÿчĕç – вилесси 4,8 хут чакрĕ /1000 çын пуçне – 2,9-тан пуçласа – 0,6 çити/ – эпир халиччен тунă çитĕнÿпе лăпланса ларма шутламастпăр.

ЧĂВАШ ЕН ПРАВИТЕЛЬСТВИ СОЦИАЛЛĂ ПУЛĂШУСЕН КАЛĂПĂШНЕ ТĂТĂШАХ ŸСТЕРСЕ ПЫРАТЬ. Чăваш Енре пурăнакансем, 40 çултан сахал мар ĕç стажĕллĕ хĕрарăмсем тата ĕç стажĕ 45 çулпа танлашакан арçынсем, 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Ĕç ветеранĕ» ят илме ирĕк илчĕç. Унашкаллисем пĕтĕмпе 26 пин çын ытла, вĕсенчен вунă пинĕшне яхăн ветеран удостоверенине панă. Чăваш Республикинче кашни ĕç ветеранĕ республика бюджетĕнчен уйăхсерен 980 тенкĕ виçепе паракан тÿлеве тата стационарлă телефонпа, телекуравăн коллективлă антеннипе, радиопа усă курнăшăн тÿлеме 50 процент саплаштару укçине – çулталăкне вăтамран 13 800 тенкĕ – илсе тăрать.

Çулталăк пуçламăшĕнчен тытăнса ача сачĕсенчи воспи­та­тельсен, шкулчченхи вĕренÿ ушкăнĕсемпе ĕçлекен педагогсен, культура тата спорт ĕçченĕсен ĕç тÿлевĕн шайĕ 15 процент ÿсрĕ. 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа социаллă ĕçченсен шалăвне те 15 процент ÿстернĕ. Майĕпен эпир сахал ĕç укçи илекен бюджет ĕçченĕсен шалăвне сахалтан та экономикăри вăтам ĕç укçи шайне çити ÿстеретпĕр.

Хаклă ентешĕмĕрсем! Паллах, Раççей тата Чăваш Ен умĕнче татса паман ыйту нумай. Мĕн пур çивĕч ыйтăва тата йĕркесĕрлĕхе пĕр статья калăпăшĕпе палăртма май та çук. Эпĕ республикăра пурăнакансем влаç органĕсем тĕлĕшпе тăратакан претензисемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Çав шутра ача сачĕсем çитменнипе те, пурăнмалли çурт-йĕр рынокĕнче хаксем пысăк пулнипе те, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче ертсе пыракан компанисем çителĕксĕр ĕçленипе те, тĕрлĕ тавар хакĕсем витĕмлĕ сăлтавсăрах сасартăк ÿссе кайнипе те, тÿресен сÿрĕклĕхĕпе, мăранлăхĕпе тата сĕмсĕрлĕхĕпе те, хăш чухне тата вĕсем хăйсен пайтишĕн кăна ĕçленипе те. Çаксене пытараймастăн, вĕсем пурте пур.

Анчах та асăннă çитменлĕхсенчен хăтăлма Раççее вăйлă влаç тата вăхăт кирлĕ. Раççей – çамрăк çĕр-шыв, вăл хăйĕн патша­лăх­лăхне йĕркелет кăна-ха. Çавăнпа та паян, темле пулсан та, «пăт­ранчăк вăхăта» – ĕç тăвакан влаç вăйсăр, общество кăмăл-сипет хаклăхĕ хăвăрт чакса кайнине пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, эконо­микăна дефолтсемпе «хура ытлари кунсем» кисрентернĕ, Раççейре пурăнакансен тупăшĕсем тата халиччен пухса пынă укçи-тенки пĕр кун хушшинчех темиçе хутчен йÿнелсе ларнă, ĕçлекенсене те­миçешер уйăх ĕç укçи тÿлемен, пенсисемпе социаллă пособисене вăхăтра паман вăхăта – каялла таврăнма памалла мар!

Чăваш Енре пурăнакансенчен ытларахăшĕ çирĕплĕх палăр­такан çул-йĕре тата эволюциллĕ аталанăва кăмăлласа йышăннине эпĕ лайăх пĕлетĕп. Акă, тĕслĕхрен, Шупашкарта пурăнакан Руфина Яков­левна Малеева пенсионерка çырăвне илсе пăхар: «Иртнĕ вă­хăтпа танлаштарсан халĕ чухăнлăх пачах та палăрмасть. Ялти çуртсенче çемçе сĕтел-пукан, кавирсем, ют çĕр-шывра туса кăларнă телевизорсемпе компьютерсем, картишсенче – харпăр хăйĕн тран­спорчĕ. Çурчĕсем те е çĕнĕ, е вĕсене юсаса çĕнетнĕ, килсенче газ çунать, вĕсене шыв кĕртнĕ, яла çитиччен çĕнĕ çул хывнă. Пенси параççĕ, лавккасенче апат-çимĕç çителĕклĕ. Ку пĕртен пĕр тĕслĕх мар, лайăх палăракан çавнашкал ырă туртăм нумай. Хулара пурăна­кансем ют çĕр-шыв машинисене туянаççĕ, хваттерĕсене евроюсав тăваççĕ, чикĕ леш енне канма çÿреççĕ. Çакă пĕтĕмпех юлашки 10-12 çул хушшинче пулса иртрĕ. Кун пекки хăçан пулнă? Çынсем вăхăта арпаштарса янă. Совет влаçĕн юлашки тапхăрне куç умне кăларар-ха – лавккасенчи пушă çÿлĕксем, талонсем. Нивушлĕ пире тата тепĕр çĕн йĕркелÿ, харкашу тата ăнланмалăх кирлĕ? Пирĕн патра ĕмĕрхи идеологи кĕрешĕвĕ пырать. Пурнăçа хăтлăрах тăвассишĕн мар, камăн-тăр идейисене çирĕплетессишĕн».

Чăваш Енĕн нумай нациллĕ халăхĕ унчченхи синкерсене каялла тавăрас шухăш-кăмăллă пулманнине çирĕппĕн шанса тă­ратăп. Раççее çĕр-шывра пурăнакан кашни çын интересĕсенех хÿ­тĕлеме пултаракан ятлă-сумлă, ăслă та вăйлă лидер кирлĕ. Çĕр-шывăмăрăн малашнехи аталанăвĕ çакăнтан килет. Чăваш Ен вăйлă эко­номикăшăн, çирĕплĕхшĕн тата йĕркешĕн, хамăр ачасен телейлĕ пуласлăхĕшĕн! Эпĕ сирĕн пулăшăвăра шанатăп! Пĕрле, çине тăрса ĕçлесен тата хамăр вăя шансан – тем тесен те çитĕнÿ тă­ватпăрах!

 ("Хыпар"  хаçат нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев) 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат (нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕ)
02 марта 2012
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter