Çамрăксемшĕн - ырă тĕслĕх

Çамрăксемшĕн - ырă тĕслĕх

Çурхи пĕрремĕш кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 24 маттур çынна - педагогсене, врачсене, культура, социаллă тата финанс тытăмĕсен, ял ĕçченĕсене, предприяти-организаци ертÿçине - чаплă лару-тăрура патшалăх наградисем пачĕ.

“Хăвăр профессире пысăк çитĕнÿсем тума пултартăр, пурнăçăр опычĕ те пуян сирĕн. Çакă республикăмăршăн питех те кирлĕ, çамрăк ăрушăн та пĕлтерĕшлĕ. Ĕненетĕп: сирĕн пек хастар пулассишĕн ăнтăлмалла паянхи хĕрсемпе каччăсен”, - терĕ Михаил Игнатьев.

Пурнăç çулĕ çине тин тухнисемшĕн ăслă вĕрентÿçĕн канашĕ темрен те хаклă. Шупашкарти электромеханика колледжĕн преподавателĕ Елена Никифорова тата Канашри финанспа экономика колледжĕн директорĕ Олег Дегтеренко çамрăксен чăн-чăн наставникĕсем пулса тăнă. Ахальтен мар вĕсем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн тата экономисчĕн ячĕсене тивĕçрĕç.

Раиса Сарпи сăвăç, прозаик, драматург, чылай кĕнеке, пьеса, юрă авторĕ тăван литература аталанăвне сумлă тÿпе хывса хамăр тăрăхра кăна мар, тулайра та ят-сум çĕнсе илнĕ. Унăн çитĕнĕвĕсене палăртса Михаил Игнатьев ентешĕмĕре “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕпе наградăларĕ.

Елена Морева Куç курманнисен пĕтĕм Раççейри обществин Куславкка районĕнчи организацине ертсе пырать, хевтесĕр çынсен чунне ăшăтать, вĕсене шанăç парнелет, савăнăç кÿрет, май пур таран хÿтĕлет, пурнăçне хăтлăх кĕртме тăрăшать. Унăн ырăлăхне те тивĕçлипе хакланă: “Чăваш Республикин халăха социаллă хÿтлĕх паракан тытăмăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятпа чысланă.

“Пурсăра та патшалăхăн пысăк наградисене илнĕ ятпа саламлатăп тата Чăваш Енпе унăн нумай нациллĕ çыннисен ырлăхĕшĕн тăрăшакан ĕçĕрте çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп”, - терĕ Михаил Игнатьев чыслава тивĕçнисене.

Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех хĕрарăмсене вĕсен уявĕпе саламласа тăнăçлăх, ырăлăх тата телей сунчĕ.

 Валентина ИЛЬИНА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 марта 2012
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter