Тавар сутăнать. Ĕç укçи аван

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăвашкабель» завод» акционер обществинче пулчĕ, предприяти ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Ăна никĕсленĕренпе пĕлтĕр 50 çул çитнĕ. Çур ĕмĕрте вăл çĕр-çĕр чăваш каччипе хĕрне ĕçе йышăннă. Çавăнпа завода ялта та лайăх пĕлеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте темиçе пин çын тăрăшнă. Хальхи вăхăтра - 776-ăн. Коллектива пĕчĕклетнĕ. Рынок технологийĕн саккунĕсенчен пĕри кунта та пĕлтерĕшлĕ: совет тапхăрĕнче пĕр ĕçе 10-ăн пурнăçланă, паян ăна «ăслă-тăнлă, шухăшлама пĕлекен» агрегат тăвать.

Тĕл пулура акционерсен канашĕн председателĕ Владислав Иванов завод ытларах та ытларах продукци туса кăларни, уйăхри вăтам ĕç укçи 19,7 пин тенке çитни, производство калăпăшне çулсерен ÿстерсе пыни çинчен пĕлтерчĕ. Шалу пирки илтсен рабочисем йăшăлтатса илчĕç. Ертÿçĕ хăйĕн сăмахне тепре çирĕплетрĕ, администраци вăтам ĕç укçине 30 пине çитерме тĕллев лартнине пĕлтерчĕ.

Çирĕм çул каяллахи таварах кăлараççĕ: вун-вун тĕрлĕ кабель тата пралук. Ассортимент питĕ пуян. Раççейре кăна мар, чикĕ леш енне те сутаççĕ. Пĕлтĕр тавар 1,9 млрд тенкĕлĕх - виçĕм çулхинчен 1,3 хут нумайрах - ăсатнă. 2010 çулхинчен 2,4 хут ытларах тупăш илнĕ. Предприяти ĕç тухăçлăхне татах ÿстерме, продукци пахалăхне лайăхлатма тĕллев лартнă.

Пĕтĕмлетсе каласан - «Чăвашкабель» пуласлăхĕ пирки пăшăрханмалла мар. Çирĕп утăмпа малаллах пырать. Паллах, коллектив çитĕнĕвĕ тĕп хула çыннисене кăна мар, ялта пурăнакансене те савăнтарать. Сăмах май, кунта ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ - ялсенче çуралса ÿснисем. Вĕсем сиенлĕ производствăран хăрамаççĕ.

Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Шупашкарти лару-тăру, социаллă программăсем çинчен каларĕ пулин те ял çыннисене, уйрăмах аслашшĕ-асламăшне е кукашшĕ-кукамăшне, кăсăклантаракан хыпар та пĕлтерчĕ. Тĕп хулари ашшĕ-амăшĕ ачисене садике вырнаçтарайманран вĕсене яла леçет. Чылайăшĕ шкула çÿреме тытăничченех унта пурăнать, чăвашла сăмахлать. Ветерансем савăнаççĕ кăна. Анчах ачана шкула хатĕрлейменшĕн, унпа пĕрле пулайманшăн ашшĕ-амăшĕ хытах кулянать. Республика ертÿçисем пĕчĕккисене садике вырнаçтарас ыйтăва пĕр-икĕ çулта татса парасшăн. Кăçалах 5 садик хута ярĕç. Тĕллеве пурнăçлас тесе 7-шне уйрăм çын харпăрлăхĕнчен хулана параççĕ. Хăшне-пĕрне илнĕ ĕнтĕ, вĕсенче юсав пуçланнă.

Виçĕ е унтан ытларах ачаллă 600 ытла çемье - уйрăм çурт лартма çĕр илес текенсен черетĕнче. 220-шне лаптăк уйăрнă, ăна регистраци палати урлă çирĕплетеççĕ. Авăнăн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш класа каякан ачасен ашшĕ-амăшне хĕпĕртеттерекен ырă хыпар: çемье вĕренÿ кĕнекисемшĕн укçа тÿлемĕ, пĕтĕм тăкака патшалăх саплаштарать.

Михаил Игнатьев заводăн ÿсĕмлĕ ĕç-хĕлне ырларĕ. Укçа-тенкĕ çаврăнăшне сарса пынипе пĕрлех предприятие модернизацилеççĕ. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелли тĕллеве 2016 çулччен пурнăçласшăн.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ коллективсемпе тĕл пулнă чухне республикăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлĕ çинчен каламасăр иртмест. Хальхинче те çапла пулчĕ. 2011 çулта промышленноç тата ял хуçалăх производствин калăпăшĕ ÿснĕ. Кашни отрасльтех ÿсĕм тунă. Республика социаллă программăсене тата Чăваш Енре пурăнакансен тĕрлĕ сийĕ умĕнчи тивĕçе ăнăçлă пурнăçлать. Çавăнпа Михаил Игнатьев ытларах çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсене татса парассишĕн нумай ĕçлетпĕр терĕ. Ăна, сăмахран, Чăваш Енре пурăнакансен пĕр пайĕ ĕçсĕрри пăшăрхантарать. Вĕсен йышĕ икĕ çул каялла чылай нумайрах пулнă. Федерацин, республикăн, муниципалитетсен тивĕçлĕ органĕсем çине тăнипе ĕçсĕрлĕхе пĕчĕклетме май килнĕ.

Республика Пуçлăхĕ 26 пин çынна ĕç ветеранĕн ятне илекенсен йышне кĕртме Указ кăларнине пĕлмен пенсионер Чăваш Енре çук пулин те хăшĕ-пĕри, ырă йышăну пĕлтерĕшне чакарас тĕллевпе, «суйлав хыççăн ăна пурнăçламаççĕ» текен сас-хура сарнă. Михаил Игнатьев Указ вăйра тăнине, ăна пурнăçа кĕртме хыснара тивĕçлĕ укçа пăхса хăварнине çирĕплетрĕ.

Михаил СЕРГЕЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 марта 2012
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter