Улшăнусем пулĕç

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова шкулсенче вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене ĕçе кĕртни çинчен каласа панă. Владимир Путин премьер хушнипе вĕрентĕве çĕнетме федераци бюджетĕнчен Чăваш Ен валли 801 млн тенкĕ уйăрнă, ку пĕлтĕрхинчен виçĕ хут нумайрах. Çавна май муниципалитетсен юсав ĕçĕсен сметисене хатĕрлеме пуçламалла, йĕркелÿпе çыхăннă ытти ĕçе пурнăçламалла.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене тĕпрен юсама федераци бюджетĕнчен - 200 млн тенкĕ ытла, вырăнти бюджетран 43 млн тенке яхăн уйăраççĕ. Пĕтĕмпе 138 шкула юсама палăртнă. Çапла вара шкулсен 70% çĕнĕ требованисене тивĕçтерĕ. Вĕсене çĕнĕ йышши компьютерсемпе, оборудованипе тивĕçтермешкĕн 240 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Спорт оборудованийĕ туянма - тата 70 млн тенкĕ. Хуласенчи тата ялсенчи пысăк шкулсен столовăйĕсене çĕнетме те çавăн чухлех уйăраççĕ.

Михаил Игнатьев столовăйсем пирки каланă май ачасене экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçсемпе тата тĕрĕс апатлантарни вĕсен сывлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшли пирки каланă. Вĕрентÿ пахалăхĕ шкулсен библиотекисен кĕнеке фондне çĕнетсех пынинчен те килет. Кăçал çак ĕç валли 136 млн тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Çапла 1-2-мĕш классенче вĕренекенсем мĕн пур учебнике тÿлевсĕр илĕç, 3-4-мĕш классем - кĕнекесен 80%. Шкул автобусĕсен паркĕ те малалла çĕнелĕ - 78 транспорт хатĕрĕ туянĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитетсем çак ĕçсем валли пĕрле укçа уйăрма хатĕррипе кăсăкланнă. Финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова шантарнă тăрăх - районсемпе хуласем çак тĕллеве пурнăçлама пултараççĕ. «Вĕрентекенсем, ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ вĕрентÿ процесĕн пахалăхĕ лайăхланнине туйса илме тивĕç», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Çÿлерех асăннă мероприятисене пурнăçланă май çĕнĕ те хăтлă условисенче пĕлÿ илекен ача йышĕ 30% ÿсĕ, республикипе 80% /100 пин ытла ача/ танлашĕ. Çĕр-шывра ку кăтарту - 72%.

Канашлура сÿтсе явнă тепĕр тема - республикăри Нумай функциллĕ центрсен ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем. Хальхи вăхăтра Шупашкарти НФЦ халăха 255 пулăшу ĕçĕ кÿрет. Ăна уçнăранпа центртан 199 пин ытла çын пулăшу ыйтнă. НФЦ талăкра 600 çынна йышăнма пултарать, чăннипе вара кăрлачра - 874, нарăсра - 780, пуш уйăхĕнче 858 çынна йышăннă. Çавна май кунта Шупашкар çывăхĕнчи районсенче пурăнакансене те йышăнма сĕннĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти НФЦ муниципалитетăн техника инвентаризацийĕн предприятийĕнче вырнаçнă. Химиксен хулин ертÿçисем шантарнă тăрăх - уйрăм çурт строительстви валли çитес çул бюджетра укçа пăхса хăварасшăн.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков 2012-2013 çулсенче мĕн пур муниципалитетра асăннă йышши центрсем уçăлмалли çинчен каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Элĕк тата Муркаш районĕсенче НФЦсене бизнес-инкубаторсен никĕсĕ çинче йĕркелеме сĕннĕ.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев коммуналлă службăсен çуртсен тăррисенчи юра тасатассипе, çавăн пекех çурхи ейÿрен сыхланассипе çыхăннă ĕçĕпе кăсăкланнă, ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалли пирки асăрхаттарнă.

 

К.СЕМЕНОВ

 

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
20 марта 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter