Шупашкар районĕ: спорт ветеранĕ каллех малта!

Шупашкар районĕн спорт ветеранĕ Петр Федоров мартăн 17-18-мĕшĕсенче  Пензăра иртнĕ ветерансен хушшинчи Раççейри çăмăл атлетсен ăмăртăвне хутшăннă. Малтанхи кун 70-74 çулхисем хушшинче 3 километра чупса вăл 2-мĕш вырăн йышăннă. Çак дистанцие 18 минут та 45 çеккунтра чупса тухнă. Мартăн 18-мĕшĕнче 5 километра 31 минут та 22 çеккунтра чупса тухса каллех 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

«Пензăри ăмăртăва Амур çинчи Комсомольск, Бурят, Якут, Тува республикисенчен, Казахстанран килнĕ 40-90 çулти спортсменсем  хутшăнчĕç. Андрей Анисимов – вĕсен чи ватти, 90 çулти спортсмен. Пĕлтĕр вăл Кÿкеçре иртнĕ ăмăртăва та килсе кайнăччĕ. Чăваш Республикинчен Пензăра иртнĕ çак ăмăртăва пурĕ 6 çын хутшăннă. Кÿкеçре çуралса ÿснĕ Игорь Свинцов тăрршшĕне сикессипе – 2-мĕш вырăн, çÿллĕшне сикессипе 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ăмăртăва кайма мана район администрацийĕ укçа-тенкĕ парса пулăшрĕ. Вĕсем мана спортра çитĕнÿсем тума яланах хавхалантарса пыраççĕ. Эпĕ ĕмĕрĕпех спортпа туслă, спортсăр пĕр кун та пурăнаймастăп», – терĕ Петр Федорович.



21 марта 2012
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter