Вăрмар районĕ: ĕç ветеранĕсен йышĕ ÿсет

Вăрмар районĕнче «ЧР ĕç ветеранĕ» ята ĕç стажне кура 191 пенсионер тивĕçнĕ. Республика Пуçлăхĕн 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн «ЧР ĕç ветеранĕ» ята пенси илме тивĕçнĕ хĕрарăмсене ĕç стажĕ 40 çултан, арçынсене 45 çултан сахал мар пулсан параççĕ. Республика бюджетĕнчен кашни ĕç ветеранне уйăхсерен - 980 тенкĕ, çавăн пекех стационар телефонĕпе, телевидени антеннипе, радиопа усă курнăшăн тÿлекен укçан 50 процентне илме пултараççĕ - çулталăкне вăтамран 13 пин те 800 тенкĕ.



21 марта 2012
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter