ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Росспиртпром» АУОн «Ядринский» спирт завочĕ» филиалĕнче производствăна çĕнĕрен йĕркелесе ярас ыйтупа канашлу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Росспиртпром» АУОн «Ядринский» спирт завочĕ» филиалĕнче производствăна çĕнĕрен йĕркелесе ярас ыйтупа канашлу ирттернĕ. Унта «Росспиртпром» АУОн тата федерацин «Росспиртпром» патшалăх унитари учрежденийĕн филиалĕсен, ĕç тăвакан влаçăн федераци органĕсен территори органĕсен представителĕсем тата ыттисем хутшăннă. ЧР Пуçлăхĕ «Чебоксарский» ликерпа эрех завочĕ уçăлнă май республикăри лавккасенче вырăнти продукцие сутма пуçланине палăртнă. «Пирĕн тĕллев Етĕрнере те эрех çĕнĕрен туса кăларма пуçласси, ĕç вырăнĕсем йĕркелесси», - тенĕ Михаил Игнатьев.ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каланă тăрăх - 2 уйăх ĕçлесе Шупашкарти ликерпа эрех завочĕ 115 пин д/литр ликерпа эрех продукцийĕ кăларнă. Паян «Ядринский» спирт завочĕ федерацин «Росспиртпром» ПУПăн арестленĕ пурлăхне сутăн илес тĕллевпе ĕçлет. Мускаври суд тата айăплава пурнăçлакан органсем ку пурлăха сутмалли полномочисене республика органĕсене паман. Çакă производствăна ĕçлеттерсе ярас процеса палăрмаллах чарса тăрать. Хальхи вăхăтра ЧР Министрсен Кабинечĕпе «Росспиртпром» АУО хушшинче çыхăну тытасси çинчен калакан Килĕшÿ проектне хатĕрлеççĕ. «Росспиртпром» АУО ертÿлĕхĕ 2012 çулхи çĕртме уйăхĕнче çак предприятие «Росспиртпром» АУОн «Чебоксарский» ликерпа эрех завочĕ» филиал тытăмĕнче ĕçлеттерме пуçласси çинчен йышăну кăларнă. Çак тĕллевпе технологи оборудованийĕ туянмалла, пысăк квалификациллĕ ĕçченсен штатне йĕркелемелле.

(В.ВАСИЛЬЕВ)



21 марта 2012
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter