Çемье çирĕплĕхне упрассишĕн

Кил-йышра çĕнĕ “кайăк” хушăнни - ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк телей. Вĕсем чун тĕпренчĕкĕшĕн хĕпĕртеççĕ, яваплăха ытларах туяççĕ, çавна май çемье çирĕпленет. Тĕрĕссипе, унăн никĕсĕ мăшăрлану кунĕнчех вăй илме тытăнать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ, Правительство мăшăрлану керменĕсем хăтлăрах пулччăр, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерччĕр тесе тăрăшаççĕ. Калăпăр, 2010 çулта Элĕкре çĕнĕ зал уçăлнă, пĕлтĕр Сĕнтĕрвăррисем уяв ирттернĕ. Ĕнер Красноармейскинче чăмăртанакан çамрăк çемьесене пĕр хушамат çыртаракан çĕнĕ çурт хута кайрĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура хăю касса ăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. “Пысăках мар пулин те питĕ хăтлă. Малтанхинчен аванрах. Ÿлĕм çамрăк мăшăрсем çырăнма кунта килĕç, - терĕ Михаил Васильевич. - Влаç органĕсен тĕллевĕ - демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси. Çемьесем çирĕп - общество та вăйлă пулĕ”.

Красноармейскинчи ЗАГС уйрăмĕ унччен 24 тăваткал метр йышăнакан пÿлĕмре вырнаçнă. 2011 çулта 2 хутлă уйрăм çурта федераци бюджечĕ уйăрнă укçапа тĕпрен юсанă. Халĕ вăл тĕлĕнмелле илемлĕ, хăтлă. Ку çуртрах районти пĕрремĕш суд участокĕн миравай судйин офисĕ те хăйĕн вырăнне тупрĕ.

- Пирĕн ĕç çăмăл мар. Республикăра пĕр миравай судьяна вăтамран 8 граждан, 18 уголовлă, 43 администраци ĕçĕ тиенет, - терĕ ЧР Аслă сучĕн председателĕ Николай Порфирьев. - Вĕсене тĕрĕс тишкерсе вăхăтра татса памалла. Чылай районта ĕç вырăнĕ судьясене тивĕçтермест.

Загс уйрăмĕн çĕнĕ çуртĕнче нумаях пулмасть çут тĕнчене килнĕ Дарина Киселевăпа Эмилия Петрова ашшĕ-амăшне Владимирпа Елена Киселевсене, Дмитрипе Ольга Петровсене амăшĕн çемье сертификатне пачĕç. Петровсене - иккĕмĕш ачашăн 387640 тенкĕлĕх, Киселевсене - 3 сертификат /федерацин тата республикăн/ тата тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрни çинчен.

Владимир Киселев Михаил Игнатьева хăйсене пулăшнăшăн тав турĕ, ыранхи куна шанас шухăш çирĕпленчĕ терĕ.

Администраци çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи ЗАГС органĕсен тытăмĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерчĕ. ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева ЗАГС органĕсен тытăмĕн аталанăвĕ, хальхи тата малашнехи тĕллевĕсем çинчен каласа кăтартрĕ.

Чăваш Енре муниципалитет йĕркеленĕвĕсен шайĕнче 29 уйрăм ĕçлет, вĕсенче 78 çын вăй хурать.

- Республикăра юлашки 10 çулта ача çураласси ÿсме, çын вилесси чакма тытăнчĕ, - терĕ Надежда Викторовна. - 2001 çулта вĕсен хушшинчи уйрăмлăх 6942 çитнĕччĕ, пĕлтĕр 739 юлчĕ.

Апла пулин те хăш-пĕр районта демографи лару-тăрăвĕ çивĕч. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков каланă тăрăх - 2011 çулта районта 319 çын вилнĕ, 170 ача çуралнă, кашни иккĕмĕш çемье уйрăлнă.

- Пирĕн тăрăхра пĕлтĕр 379 çын пурнăçран уйрăлнă, 201 пепке çут тĕнчене килнĕ, - терĕ Элĕк районĕнчи ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ Мария Николаева. - 144 çемье чăмăртаннă, 52-шĕ уйрăлнă.

Мария Максимовна пĕлтернĕ тăрăх - çемье çирĕплĕхне упрассишĕн çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пултăр тесе мăшăрлану залĕнче кĕмĕл, ылтăн туйсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерсе нумай çул пурăнакан мăшăр ку енче те сахал мар. Мăн Вылăра тата Йăлкăшра Никифоровсем, Трофимовсем 66 çул пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса кун кунлаççĕ.

Нумай çемье уйрăлни Михаил Васильевича шухăша ячĕ. Районсенчи ЗАГС уйрăмĕсен пуçлăхĕсене çакăн сăлтавĕсене пĕрле шырама сĕнчĕ. Темĕн чухлех иккен: пуянлăхшăн хапсăнса туйăмсене лайăх тĕрĕслемесĕрех пĕрлешни, ĕçсĕрлĕх, ĕçке ярăнни, улталани, çăмăлттайлăх... Çавăн пекех культура воспитанийĕ уксахлани те, ашшĕ-амăшĕ çитĕннĕ ывăл-хĕрĕн пурнăçĕпе кăсăкланма пăрахни те.

Çемье арканни - общество инкекĕ. Çакă чи малтанах çитĕнекен ăрăва пырса тивет. Вĕсем тивĕçлĕ пĕлÿ те, воспитани те илеймеççĕ.

Чăваш Республикин Çыхăну тата информатизаци енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Николай Озеров граждансен мăшăрланăвне электрон мелĕпе регистрацилес, Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Сержантов граждансен мăшăрланăвне регистрацилессине тĕрĕслес ыйтусемпе докладсем турĕç. Малашне “Электрон ЗАГСĕ” архив йĕркеленĕ.

Михаил Игнатьев мăшăрлану тытăмĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хунăшăн Юлия Каюковăна /Улатăр хули/, Альбина Никитинăна /Çĕмĕрле/, Галина Черновăна /Шупашкар/ Тав хучĕпе чысларĕ.n Валентин ГРИГОРЬЕВ

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 марта 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter