Чăваш кооператорĕсем каллех малта

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе Центросоюз канашĕн председателĕ Евгений Кузнецов алă пуснă телеграмма килнĕ.

«Хисеплĕ Михаил Васильевич! Раççейри потребсоюзсен хушшинчи ăмăртăвăн 2011 çулхи тăваттăмĕш кварталти кăтартăвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕ малти вырăнсене Чăвашпотребсоюза пама йышăннă: общество апатланăвне аталантарнăшăн - пĕрремĕш вырăн, пĕтĕмĕшле ĕçе аталантарнăшăн - иккĕмĕш вырăн. Потребительсен кооперацине пулăшса пынăшăн тав тăватпăр», - тенĕ телеграммăра.

К.СЕМЕНОВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 марта 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter