Елчĕк районĕ: ыр кăмăллăх ывăнтармасть

“Раççей ача-пăча фончĕ” общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пуçарнипе çулленех ирттерекен акцин тĕллевĕ - пултаруллă çамрăксене пулăшасси, сусăрсене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене сиплемешкĕн укçа пухасси тата ачалăхпа çыхăннă ыр кăмăллăх программисене пурнăçласси.

“Ырă ĕç ывăнтармасть”, - теççĕ. “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” марафона Элĕксем яланах пуçаруллă хутшăнаççĕ. Кăçал унăн пухмачне чи малтан район администрацийĕн финанс пайĕнче вăй хуракансем пуянлатрĕç: 5489 тенкĕ куçарчĕç.

Хаклă вулаканăм, сăваплă ĕçе эсĕ те тÿпÿне хывма пултаратăн. Çапла тумашкăн Раççей ача-пăча фончĕн регион уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт/ пымалла е 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла.

Реквизитсем:

Расчетный счет 40703810075220160067 в Отделении / 8613 Сбербанка России г. Чебоксары,

БИК 049706609, к/с 30101810300000000609,

ИНН 2128005408, КПП 213001001,

Получатель ЧРО ООБФ “Российский детский фонд»

 

 В.ИЛЬИНА

 



23 марта 2012
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter