Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев культура ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                                            Хисеплĕ культура ĕςченĕсем!

                             Професси уявĕ ячĕпе саламланине йышăнсамăр!

Чăваш Ен культури хăйне евĕр, анлă тата нумай енлĕ, вăл пирĕн республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен нумай ĕмĕрлĕ ăс-хакăл еткерлĕхне пĕр тĕвве пĕрлештерет. Музейсем, клубсемпе библиотекăсем чăннипех Чăваш Енри хуласемпе районсен культура центрĕсем шутланаççĕ. Республикăри тĕп музейсен фончĕсенче тăван ен историйĕ тата культури çинчен каласа кăтартакан питĕ нумай экспонат упранать. Тĕслĕх библиотекăсен тытăмĕ халăха информаципе хăвăрт, туллин тата ирĕклĕн усă курма пулăшать, хальхи ял клубĕсем информаципе культура центрĕсем евĕр улшăнса çĕнелеççĕ. Куракана искусствăпа тата пултарулăх ĕçĕн асамлă хăвачĕпе паллаштаракан, уншăн Ырăпа Илемлĕхĕн тĕлĕнмелле тĕнчине уçакан пирĕн театрсен артисчĕсем пархатарлă ĕç тăваççĕ. Республикăн пуян та тĕрлĕ енлĕ культура пурнăçĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ уйрăм вырăнта тăрать. Чăваш çĕрне паллă сцена ăстисене пуçтаракан Пĕтĕм тĕнчери оперăпа балет фестивалĕсене ирттересси те ырă йăлана кĕчĕ. Унпа пĕрлех чăваш юрăçисене тата пултарулăх ушкăнĕсене республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Паллах, шалти туйăмĕсем енĕпе пысăк культурăллă пулма вĕрентсе ÿстермен çын общество пурнăçĕн сферисенче çитĕнÿ тăваймасть. Ахальтен мар вĕт чăваш хĕрарăмĕсем – культурăн чăн управçисем – мĕн ĕлĕкрен хăйсен ачисене ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, чараклă, йĕркеллĕ тата сăпайлă пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Чăваш Енĕн хальхи çамрăкĕсем пирĕн халăхăн культура йăли-йĕркисене тивĕçлипе тытса пырасси тата нумай ĕмĕре тăсăлакан истори тапхăрĕнче пухса пынă яланлăх хаклăхсене шанчăклăн сыхласа упрасси пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Пурсăра та çирĕп сывлăх, пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем, ырлăхпа телей тата юрату сунатăп! Сире яланах хавхалану вăй кÿрсе тăтăр!

Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                     М.Игнатьев.

 

 



23 марта 2012
13:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter