«Сирĕн пултарулăхăр ан иксĕлтĕр»

Культура ĕçченĕн кунне Раççейре пиллĕкмĕш çул паллă тăваççĕ. Чăваш культури те этемлĕхшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир хамăрăн ăс-хакăлпа, йăла-йĕркепе, халăх пултарулăхĕнчи çитĕнÿсемпе чăннипех мăнаçланма пултаратпăр. Культура ĕçченĕсене тăван халăхăмăрăн чĕлхине, сыхланса юлнă йăла-йĕркине... паянхи кунччен упраса малалла аталантарнăшăн тав тăватпăр.

Чăваш Енри ултă театр, виçĕ концерт организацийĕ, патшалăхăн виçĕ музейĕ тата унăн пилĕк филиалĕ, муниципалитетăн сакăр музейĕ, ял тăрăхĕсенчи 35 музей, 554 вулавăш, культурăпа канăвăн 817 учрежденийĕ тата ыттисем республикăмăрăн культура вучахне хĕмлентерсе тăраççĕ.

Ĕнер Культура ĕçченĕн кунне анлă паллă турĕç. Чăваш патшалăх филармонине пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧР культура министрĕ Роза Лизакова саламларĕç.

- Пирĕн тытăмра паян 8 пин ытла çын вăй хурать. Сирĕн пысăк та пархатарлă, тухăçлă ĕçĕре пула куракансен, искусствăпа культурăна хаклама пĕлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Культура ĕçченĕ вăл - анлă тавра курăмлă, пурнăç, çут çанталăк илемне курма, ăнланма пĕлекен çын, - терĕ Роза Михайловна. - Çулсем иртнĕ çемĕн куракансем çĕннине, урăххине ыйтаççĕ. Уйрăмах çамрăк ăрăва кăсăклантарас тесен сирĕн, культура ĕçченĕсен, пурнăçпа тан утма тивет. Эсир, хăвăрăн ĕçĕре чунпа парăннăскерсем, малашне те Чăваш Енĕн культурине упраса хăварса малалла аталантарма тăрăшасса шанас килет.

Палăртса хăваратпăр: паянхи кун тĕлне республикăри 48 культура çуртне тĕпрен çĕнетнĕ, 60 клуба юсанă. Ку ĕç кăçал та тăсăлĕ: 18 учрежденипе тата 35 клуба çĕнетме республика бюджетĕнчен 29 млн тенкĕ уйăрнă.

Ĕçне кура - хисепĕ. Çулталăк пуçланнăранпа культура тытăмĕнче тăрăшакан 15 çынна Чăваш Республикин патшалăх наградипе чысланă.

- Çынсене савăнăç парнеленĕшĕн, халăхăмăн культурине, йăли-йĕркине упраса парăннăшăн тав тăватăп. Сирĕн пултарулăхăр ан иксĕлтĕр, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наградăсем панă май.

Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ.

Татьяна КРОТОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
26 марта 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter