Çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн влаç яваплă

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн черетлĕ ларăвĕн кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту граждансен пурнăçĕпе сывлăхне хирĕç, çавăн пекех общество вырăнĕсенче тата ÿсĕрле тăвакан преступленисенчен сыхланасси пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйту пĕлтерĕшне пайăррăн палăртрĕ: çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле, ку - влаç тивĕçĕ.

Общество вырăнĕсенче тунă преступленисен шучĕ пĕлтĕр хушăннă, кăçал та ÿсет. Ĕçкĕ сарăлнин кăтартăвĕсемпе эпир, Михаил Васильевич калашле, «Раççейре япăх вырăнта». Ку енĕпе вăл влаçа хăйĕнчен пуçлама сĕнет: «Районсене кайсан хăналанма сĕнеççĕ. Унашкаллине малашне чарăп. Хăçан тата ăçта ĕçме юранине пĕлмелле...»

Вăл çапларах «çул кăтартнă» хыççăн ыйту тишкерĕвĕ те самай çивĕч пулчĕ. Тĕп докладçă - шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов. Асăннă йышши преступленисен шучĕ пакунлисем çавнашкаллисене тупса палăртас енĕпе çине тăрса ĕçленĕ май хĕненĕ, хăратнă йышши тĕслĕх нумайланнипе пысăкланнă. Çын вĕлернĕ, çын сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ тĕслĕхсем вара сахалланнă. Апла пулин те министр лару-тăрăва çивĕч тесех хакларĕ. Вăл çакăн сăлтавĕсене те асăнчĕ: полици йышне чакарнă май общество вырăнĕсенче йĕркелĕх хуралçисен нарячĕсен шучĕ чакни, ÿсĕрсене тытса чарсан та самантлăха çеç - протокол çырма кăна - ирĕклĕхсĕр хăварни, урамсенче çутă çукки тата ыт.те.

Сотрудниксем сахалланнине видеокамерăсем саплаштарма тивĕç - халăх йышлă пулакан вырăнсенче вĕсем халь 138. Хуласенче полиципе васкавлă çыхăнмалли комплекссем вырнаçтарнă, çутă сигнализацийĕллĕ, тревога кнопкиллĕ хатĕрсем те чылай. Унсăр пуçне тĕп хулара кĕçнерни кунран тытăнса вырсарни кунччен патруле шалти çарсен вырăнти полкĕн 100 служащине явăçтарни те - курăмлă пулăшу.

Преступленисен пĕтĕмĕшле шутĕнче ÿсĕрле тунисен тÿпи ытла та пысăк. Çакăнта халĕ полици «вăтам ÿсĕр» текен çынсене урамран илсе кайманнин витĕмĕ те пурах, питĕ ÿсĕр, хăйсене йĕркесĕр тытакан çынсене кăна «кирлĕ çĕре» ăсатаççĕ. Пурне те «пуçтарас» тăк Сывлăх сыхлавĕн министерстви унашкаллисем валли уйăракан койка-вырăнсен шучĕ çитмест. Çавăнпа ШĔМ пуçлăхĕ çав вырăнсен шутне ÿстерме сĕнчĕ. Паллах, хушма тăкаксем пулаççĕ, анчах «ÿсĕрсене тÿлеттерекен штрафсем муниципалитетсен хыснине каяççĕ вĕт, çавăнпа та ĕçлесе илме те пулать» - ку сăмахсем пĕртте шÿт евĕр илтĕнмерĕç.

Районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен те явап тытма тиврĕ. Чăн та, калăпăр, Йĕпреçсен пуçлăхĕ Анатолий Петров хăйĕн районĕнчи ĕç-пуç ыттисеннинчен çивĕчрех тенипе килĕшмерĕ - çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Çапах лару-тăру йывăррине вăл та хирĕçлемест. Хăйне евĕрлĕ мелсемпе те усă курма тăрăшаççĕ: «Хуçалăхсен ертÿçисемпе калаçрăмăр. Çур аки вăхăтĕнче те пулин эрех ĕçмен арçынсене хавхалантарас терĕмĕр. Çынсен шухăшне те пĕлтерем: унчченхи ЛТПсен тытăмне çĕнĕрен йĕркелемелле».

ЧР Пуçлăхĕ хăйĕн тăван Шупашкар районĕпе кăмăлсăррине палăртрĕ: «Хут çинче сирĕн йăлтах йĕркеллĕ, анчах унта çырнин çурри кăна пурнăçланать! Эсир пĕтĕм республика ÿкерчĕкне пăсатăр». Патăрьелсене те лекетчĕ пуль те, анчах райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Мансур Калмыков «çулталăка çавнашкал тĕслĕхсен шутне чакарса вĕçлĕпĕр» тесе ĕлкĕрни сăмах тивесрен çăлса хăварчĕ пулас. Михаил Васильевич çулталăк вĕçĕнче кăтартусене тишкересси пирки асăрхаттарнă май асăннă район влаçĕсен самаях тар тăкма тивет-тĕр.

Темăна республика прокурорĕ Владимир Метелин пĕтĕмлетрĕ: «Ку - право хуралĕнчи органсен ĕçĕ кăна мар. Çак ĕçшĕн яваплă мĕн пур субъектран тата çирĕпрех ыйтмалла. Чи малтанах - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен. Резервсем пур. Сăмахран, Чăваш Енре 3,7 пин дружинник шутланать. Чăннипе вара вĕсен пысăк пайĕ хут çинче кăна, нумай çĕрте вĕсем ĕçлемеççĕ». /Хыçалти ретсенче ларакансенчен пĕри, хула мэрĕ, кÿршине «каллех пĕтĕмпех пирĕн çине çакаççĕ» тесе пăшăлтатса калани, паллах, прокурор хăлхине кĕмерĕ/.

Канашлу çавăн пекех ЖКХ сферинчи йĕркесĕрлĕхпе преступленисене тупса палăртассипе çыхăннă ĕçе сÿтсе яврĕ. Ку ыйтупа та Сергей Семенов доклад турĕ. ЖКХ сферинчи тĕслĕхсемпе 162 уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутра - 3 МУП /Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç районĕсенче/, 6 УК /Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче, Комсомольскинче/, 2 ТСЖ ертÿçисем тĕлĕшпе. Паллах, кашни тĕслĕх - укçа-тенке хапсăнни. Министр çавнашкал преступленисене тĕпчессипе çыхăннă чăрмава та палăртрĕ: тивĕçлĕ экспертизăсене тÿлевсĕр майпа Пурлăх министерствинче кăна тăваççĕ иккен, унти специалистсем ĕçлесе ĕлкĕреймеççĕ. Çавăнпа та строительство ĕçĕсемпе çыхăннă экспертизăсем ирттерме ятарлă тытăм йĕркелеме сĕнчĕ.

Михаил Игнатьев Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕнчен кăтартуллăрах ĕç кĕтнине палăртрĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар влаçĕсене те сăмах тиврĕ: «Эсир айккинчен сăнатăр. Эпĕ ку ыйтупа çине тăнине кура тинех уголовлă ĕçсем çуралчĕç. Муниципалитетсен пуçаруллăрах пулмалла. Хальлĕхе вара йĕрке тăвассине эсир мар, эпĕ ытларах витĕм кÿретĕп». Тĕп хула мэрĕ Алексей Ладыков тÿрре тухас тени сăпайсăртарах пулчĕ пулас та - Михаил Васильевич кăмăлсăрлăхне пытармарĕ, «уйрăммăн курнăçнă май сире кун пирки эпĕ пĕрре кăна мар каланă, халĕ вара халăх умĕнчех калатăп» тесех асăрхаттарчĕ. Ун тĕлĕшпе сиввĕнрех янăранă сăмахсем татах та пулчĕç те - нивушлĕ «Ладыков çийĕн хура пĕлĕтсем капланаççĕ» текен сас-хура тÿрре тухма пултарĕ?

Апла-и, капла-и, йĕркене уяман УКсем пирки калаçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕн сăмахĕсем чăннипех хивре илтĕнчĕç: «Вĕсене администраци ĕçченĕсем илсе килнĕ - халĕ çавсемпе сыв пуллашасшăн мар! «Справороссем» хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Новэка» хÿтĕленĕ, халь вара Игнатьев ЖКХра йĕрке тумасть теме хăяççĕ». «Новэкшăн» Çĕнĕ Шупашкар администрацине тустарчĕ: «Эпир мĕнле кăна мера йышăнмарăмăр, эсир нимĕн те тумастăр. Çав компани хулари çуртсен 50 проценчĕшĕн яваплă. Судсен вĕçĕ-хĕрри çук тетĕр. Йĕркеллĕ юристсене тытăр. Сирĕн вара унта «йĕпе сăмсасем» çÿреççĕ, нимĕн те тăваймаççĕ».

Хваттер тума пая кĕрсе улталаннисене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва тишкернĕ чух та унăн сасă хăпартма тиврĕ: «Çĕнĕ Шупашкарти ÿкерчĕк уçăмлă пек, Шупашкарта вара куçăм курмастăп. Строительство пуçарма хула пуçлăхĕсем ирĕк панă, сирĕн çынсем ĕçленĕ. Республика шайĕнче эпир тивĕçлĕ саккунсен никĕсне йĕркелерĕмĕр, кăçал улталаннă кашни çынна хваттерпе тивĕçтермелле. Кам пурнăçламасть - вĕсенчен хăтăлăпăр».

Строительство министрĕ Владимир Громов асăннă йышши çурт-йĕр Шупашкарта нумаййине палăртрĕ - 7 позици, Çĕнĕ Шупашкарта - 2. Министр шухăшĕпе - ыйтăва татса памашкăн универсаллă мелсем пулма пултараймаççĕ, кашни тĕслĕхпе пайăррăн ĕçлемелле. Чылай çурт тĕлĕшпе йывăрлăхран тухмалли çулсем паллă ĕнтĕ, темиçе çĕрте çуртсен строительстви çĕнĕрен пуçланмалла. Чи йывăррисем - Шупашкарти Тыр-пул, Элкер урамĕсенчи стройкăсем. 2-мĕш стройтрест пирки уйрăм калаçу пулчĕ: «Ефимов улталанă тăк - унăн явап тытмалла», - терĕ çав трест ертÿçи пулнăскер пирки Михаил Игнатьев.

Атăлçи пир-авăр компанийĕпе çыхăннă ыйтăва çак шайра пĕрре кăна мар тишкернĕ - тепре таврăнчĕç. Унти производствăн пĕр пайне сутлăха кăларнă, анчах вăл сутăнман. Çавна май кредитор, Перекет банкĕ, ăна 998 млн тенкĕлле ЧР Правительствине туянма сĕннĕ. Пăшăрхантараканни - компанин ĕçсĕр юлнă çыннисене халĕ те ĕçпе тивĕçтерсе пĕтерейменни. Ку енĕпе ĕçлени çинчен каларĕç.

Юлашкинчен вара ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков патшалăхăн влаç органĕсем РФ Президенчĕн суйлав кампанине мĕнлерех ирттернине кĕскен пĕтĕмлетрĕ. Нихăш участокри кăтарту тĕрĕслĕхĕ тĕлĕшпе те тавлашу пулманнине вăл çитĕнÿ вырăнне хурса хакларĕ. Пирĕн ТСК сасăлав кăтартăвĕсене Атăлçи округĕнчи субъектсен хушшинче чи малтан пĕтĕмлетсе «çÿле» панă-мĕн. Тен, РФ Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Енри ĕçтешĕсен пысăк йышне, 30 çынна, наградăлама палăртни те /унчченхи суйлавсем хыççăн 8 çынран ытла наградăламан/ çакăнпах çыхăннă пуль.

 Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
26 марта 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter