Вăнар районĕ: "Луч" хуçалăхăн çураки умĕнхи тапхăр

Черетлĕ  çулне  ĕçри ÿсĕмсемпе вĕçлерĕ«Луч» хуçалăх. Çитĕнĕвĕсем витĕмлĕ, курăмлă, ĕнентерÿллĕ вĕсен. Апла пулсан, пĕтĕмлетме те кăмăллă. Районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе танлаштарсан специфика урăхларах вĕсен. “Мĕн акатăн – çав шăтать” тенине те çапларах çавăрттарса калаççĕ: “Мĕнлерех акатпăр, пăхса çитĕнтеретпĕр, тупăш çавăн чухлĕ ытларах илетпĕр”. Кĕрхи ĕç кăтартăвĕшĕн вара çулла та, хĕлле те, çуркунне те çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Урăхла каласан, çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те ĕç пур вĕсен, çавăнпа та тупăш кĕртме пултараççех. Пучах хĕлле тулать тенĕ евĕр, çуракинче усă куракан вăрлăха сортировка тума пуçланă :   115 т. урпа , 70 – т. – çурхи тулă, горчица – 15 т. аланă .  Пурĕ урпа – 115 т., горчица – 20 т. аласшăн. Аланă çĕрте механизатăрсемте хутшăнаççĕ.   Предприяти кассине виçĕмçулхипе танлаштарсан «183   » процент ытла укçа кĕнĕ, 100 тенкĕ тăкак пуçне 61 тенке тупăш илĕе. Çавăнпа «Луч» хуçахăхĕн патшалăх умĕнче налук парăмĕсем çук, ĕç укçипе вăхăтра татăлса пыраççĕ. Шалăва ÿстерессине мала хураççĕ. Паянхи куна кашни çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 8 пине яхăн пулнипе савăнмалăх пурах. 2012 çулта хуçалăхра тăрăшакансен ĕç укçине 10 пин тенкĕрен иртересшĕн

 Пĕтĕм акакан вăрлăхсем кондицине лараççĕ, репродукциĕсем - пĕрремешĕ. «Санары» хуçалăхран  паха вăрлăхсем туяннă:  10 т.- пăрçа тата 5 т. - нимĕç пăрçи. Хуçалăхра усракан выльăхсене çитерме кăçал 100 га пăрçапа урпа  хутăшĕ, 20га нимĕç пăрçи, пĕтĕмпе 500 гектар çурхи культурăсем акса лартса хăврасшан. Пĕтĕмпе паянхи куна  «750  » гектар çĕр лаптăкĕ предприятин. Сухаланаканни – «750» гектар. 2011çулта та, акă, “ 280 ” кĕрхи тулă гектартан  29,8  центнер пухса илнĕ. Урпа та вĕсемшĕн тупăш кÿрекен культура. Вăл гектартан  30 центнер панă. Кĕркуннех «250 » гектар кĕрхи тулă акса хăварнă. 2012 султа усă куракан çĕр лаптăкесене усă курмасăр выртакан çĕрсенчен усă курмалла туса пысăклатса 1000 гектартан иртересшĕн.

 Машинăпа трактăр паркне çĕнетес программăпа ĕçлет хуçалăх. Çурхи ĕçсене пурнăçлама  икĕ хăватлă трактăр тата 6 м. сарлакăш икĕ сеялка илме закас панă.

Хальхи вăхăтра хуçалăхра чĕрĕ виçепе 1 килограмне  95 тенкепе сутмалли самăртнă  сыснасем пур. Горчица, çурхи тулă - «Симбицит», «Эльф» 1 репр. вăрлăхĕсем сутмаллăх çитет. 

Хуçалăхра ĕçлес кăмăллисем валли механизатăрсен, электрогазосварщиксен, слесарь ĕçĕсене тăвакансен ĕç вырнĕсем пур.

 



27 марта 2012
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter