Шăмăршă районĕ: ырă çыннăн ĕçĕ – чи лайăх тĕслĕх

Нина Ивановна Кашкарова мартăн 27-мĕшĕнче 65 çул тултарать.

Вăл – манăн юратнă çыннăм, çывăх тăванăм, аттен йăмăкĕ – Нина аппа. Вăрман хĕрринче вырнаçнă илемлĕ Энтĕрьел ялĕнче йышлă ачаллă çемьере çуралнă вăл.

Пирĕн асатте, Иван Игнатьевич Кашкаров, 1941-1945 çулсене хăрушă вăрçă хирĕнче ирттернĕ. Çĕнтерÿпе Берлина çитсе киле таврăнайнă. Сержант пулнă, вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн медальсем, Верховнăй Главнокомандующийĕн Тав çырăвне илме тивĕçнĕ. Анчах вăрçă хыççăн нумай пурăнайман, 1950 çулта сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Вăрçăччен те, ун хыççăн та асатте Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнче счетовод-бухгалтер пулса ĕçленĕ, хут ĕçне лайăх пĕлнĕ. Вăрçăра та çыравçă (писарь) пулнă. Унăн вăрçăран 1945 çулти майăн 5-мĕшĕнче киле çырнă виçĕ кĕтеслĕ çырăвĕ çемьере халĕ те упранать. Хăйĕн çырăвĕнче вăл мăшăрне, ачасене хытă юратни çинчен пĕлтернĕ, тăвансене, кÿршĕсене салам янă.

Çемье урапине вара пирĕн юратнă, ĕçсĕр ларма пĕлмен асанне Мария Сергеевна (хĕр чухнехи хушамачĕ – Хайлова, Ярăслав ялĕн хĕрĕ пулнă), 41 çултах çичĕ ачапа тăрса юлнăскер, малалла талпăнса çирĕппĕн тытса пынă. Аслă ачисем мĕн вăй çитнĕ таран ăна килти хуçалăхра та, колхозри тĕрлĕ ĕçсенче те пулăшса тăнă. Хурапа-шуррине чылаях курнă пулсан та, асанне пурнăçа хурламастчĕ. Çĕр-шыври лайăх улшăнусемшĕн хĕпĕртетчĕ. Асанне питĕ сăпайлă, илемлĕ сăн-питлĕ, ăшă кăмăллă, çирĕп чунлă, ĕçчен çынччĕ. Ватăлсан та, тивĕçлĕ канăва тухсан, темиçе çул хушши хăмла татма çÿрерĕ. Çынсемпе пĕрле ушкăнра ĕçлеме савăнăçлă тетчĕ, тăван колхоза та – пулăшу. Ачисене те асанне хуть те мĕнле ĕçе те тĕплĕн, тăрăшса тума вĕрентнĕ, пурнăçра малалла талпăнма хистенĕ. "Манăн пĕр пехил: пĕр-пĕрне ан пăрахăр, пулăшса тăрăр, çемье тымарĕсене ан çухатăр", – тетчĕ вăл.

Пирĕн çемье хăйĕн пĕрлĕлĕхĕпе, пулăшма хатĕррипе, сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать темелле.

Çемьери аслă ачисем шкулта тăрăшса вĕреннĕ пулсан та, 7 класс пĕтерсен малалла вĕренме кайма вăрçă хыççăнхи çулсенче йывăр пулнă.

Манăн атте, Михаил Иванович, вун тăваттăрах, пĕр ватăрах арçынпа пĕрле 1945 çулта вăкăрпа вăрман турттарма çÿрени çинчен каласа паратчĕ.

Шанчăк кĕçĕн ачисем çинче пулнă. Кĕçĕннисем – Нина аппапа Толя тете – шкулта тăрăшса вĕреннĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартнă.

Анатолий Иванович Шăмăршăри вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтерсе тухнă, Чăваш Патшалăх университетне пĕтернĕ, инженер-электронщик пулса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă.

Нина Ивановна пур предметсене те юратса вĕреннĕ, уйрăмах вырăс литературине, ют патшалăх чĕлхине (нимĕç) килĕштернĕ. Нина аппа çырнă сочиненисене эпĕ вĕреннĕ чухне те тĕслĕх илсе урокра вуласа панине астăватăп. Шкул пурнăçне питĕ активлă хутшăннă вăл: стена хаçачĕн редакцийĕнче ĕçленĕ, комсомол комитетĕн членĕ пулнă. Класс вожатăйĕ пулма та шанса панă ăна, концертсенче сăвăсем вуланă, юрăсем шăрантарнă. Шăмăршă районĕн "Как ты хороша, родная Шемурша" гимнне 1965 çулта 11-мĕш класс пĕтерекен шкул хĕрачисен ушкăнĕ: Валя Павлова, Валя Степанова, Надя Савельева, Нина Кашкарова пĕрремĕш хут районти Культура çуртĕнчи концертра, районти Акатуй уявĕнче, Шупашкарти юрă-ташă праçникĕнче юрласа панă. Уншăн районти Акатуйра вĕсене пуçа çыхмалли тутăр парнеленĕ пулнă. Нина аппа çав самантсене хавасланса аса илет.

Шкул пĕтерсен вăл Чăваш Патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен уйрăмне вĕренме кĕрет, акăлчан чĕлхине алла илет. Институтра та вăл хăйĕн тăрăшуллăхĕпе, пултарулăхĕпе, пур япалана та тĕплĕн тунипе палăрса тăнă.

Вара ăна институт пĕтерсенех тĕрĕслев комиссийĕ Чăваш республикин хăрушсăрлăха хÿтĕлекен комитетĕнче (КГБ-ФСБ) ĕçлеме сĕнет. Унта вăл 1970 çултан пуçласа вăйне, вăхăтне, сывлăхне шеллемесĕр ĕçлесе 1997 çулта майор званийĕпе отставкăна тухать. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн, професси ăсталăхĕшĕн ăна медальсемпе тата Грамотăсемпе чысланă. Обществăллă ĕçсене те харсăр хутшăннă вăл: парти организацийĕн секретарĕ, партбюро, партком членĕ пулнă. Халĕ те вăл ветерансен организацийĕн совечĕн членĕ пулса тăрать.

Нина аппа илемлĕ литература кĕнекисене, хаçат-журнал юратса вулать, пахча çимĕç, чечек ÿстерме юратать. Хальхи вăхăтра вăл ялта пурăнать.

Нина аппа пирĕншĕн яланах чи ырă тĕслĕх пулнă. Вăл пире лайăх, тăрăшса вĕренме хистетчĕ, уроксене хатĕрленме пулăшатчĕ, института вĕренме кĕме хатĕрлетчĕ. Вĕреннĕ çынсен тавра-курăмĕ анлă, пурнăçра нумай çитĕнÿсем тума çул уçăлать тетчĕ. Çавна кура эпĕ те аслă пĕлÿ илме тăрăшрăм.

Нина аппа ĕç енĕпе те, хăй тĕллĕн те Тăван çĕр-шывăн тĕрлĕ хулисенче пулса курнă. Пире кайран интереслĕ каласа паратчĕ, илемлĕ вырăнсем питĕ нумай тетчĕ. Анчах тăван кĕтесрен çывăхраххи, хакли, илемли çук!

Нина аппа хăйĕн пурнăç тĕллевне чыслăн пурнăçланă, ырлăхне хăйĕн пархатарлă ĕçĕнче, тăвансене, çывăх çыннисене пулăшнинче, тăван кĕтесе,Тăван çĕр-шыва юратнинче тупнă.

Тавтапуç сана, юратнă тăванăмăр – Нина аппа! Сана эпир çуралнă куну ячĕпе чунтан-вартан саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр, пурнăç малашне те лăпкă та çутă пултăр!

 



27 марта 2012
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter