Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков республикăри организацисенчи ĕç укçи тÿлессипе çыхăннă парăмсем çинчен каласа панă. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççейĕн 74 субъектĕнче шалу тĕлĕшпе парăм пулнă, çав шутра - федерацин Атăлçи округĕнчи 14 субъектра. Чăваш Ен округри регионсен хушшинче 6-мĕш вырăнта: пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра шалу парăмĕ 53,9 млн тенкĕпе танлашнă, кăçалхи виçĕ уйăхра вăл 25,3 млн тенкĕ чухлĕ /32%/ чакнă. Вăхăтра ĕç укçи тÿлеменнисем - 9 организаци, вĕсенчен 8-шĕ - конкурс управленийĕн тапхăрĕнче. 2011 çулта вăхăтра ĕç укçи илейменнисен йышĕ 1047 çын чакнă, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче - 1479 çын. Республика Пуçлăхĕ ертÿçĕсене парăмсене пĕр тăхтамасăр татмалли пирки асăрхаттарнă. «Хăвăра вăхăтра шалу тÿлемен çынсен вырăнне лартса пăхăр. Сирĕнни пекех вĕсен те çемйисем, ачисем пур», - кăмăлсăрланнă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен прокурорĕ Владимир Метелин каланă тăрăх - çакнашкал лару-тăру тухса тăнăшăн айăплă çынсем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарса вĕсене тĕпченĕ, малалла тĕпчеççĕ. Ĕçшĕн тÿлессине йĕркелекен саккунсене пăхăнассине прокурор енчен тĕрĕслесе тăрассин уссине пысăклатас тĕллевпе хушма мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, информаци ушкăнĕсен ертÿçисен ĕç укçипе çыхăннă парăмсен лару-тăрăвне сăнасах тăмалли, тивĕçлĕ органсене вăхăтра информаци памалли çинчен каланă. Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программине мĕнле пурнăçланипе сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă. Сывлăх сыхлавне аталантармалли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри - ялти медицинăна тĕревлесси, çемье врачĕн принципĕпе йĕркелекен медпулăшăва çул парасси. Пĕлтĕр республикăра пĕтĕмĕшле çĕнĕ 20 врач практикин уйрăмĕ ĕçлеме пуçланă. Кăçал тата 23 уçăлмалла, çакăнпа вĕсен Чăваш Енри сетьне йĕркелесси вĕçленет. Унсăр пуçне 2012 çулта 107 килти хуçалăх ĕçне йĕркелеме палăртнă. Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисене мĕнле хатĕрленни, республика делегацийĕ Пĕтĕм тĕнчери «Интурмаркет-2012» туризм куравне /Мускав хули/ хутшăннин кăтартăвĕсем çинчен каласа панă. Юлашкинчен Михаил Игнатьев Шупашкарти çулсен пахалăхĕпе çыхăннă темăна хускатнă. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çулсене паянтан юсама пуçласси çинчен пĕлтернĕ. Хула çыннисене чăрмав кÿрес мар тесе ĕçсене çĕрле пурнăçлĕç.

 



27 марта 2012
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter