“Хусан чăвашĕсем” - Шупашкарта

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Шупашкарти Чăваш патшалăх филармонии залĕнче, “Хусан чăвашĕсем” ушкăнăн концерчĕ иртет.

“Хусан чăвашĕсем” ушкăнри артистсем ытларах рок юрлаççĕ. Халăх юррисене те çак жанрпа шăрантараççĕ. Паян эстрадăра гитара, сĕрме купăс, синтезатор каласа чĕрĕ сасăпа уççăн та илемлĕ юрлани çав тери сайра тĕл пулать.

Ку ушкăнри çамрăксен Тутарстанра çитмен пĕр чăваш ялĕ те юлман пулĕ. Чăваш Енре те çулсеренех пысăк концерт йĕркелеççĕ вĕсем. Кăçал республикăмăрти районсене çитсе хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарасшăн. Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче “Хусан чăвашĕсем” “Юрату тĕнчене çăлĕ” чĕнÿпе гастроль çул çÿ­ревне тухĕç. Пĕрремĕш концерт çак кун Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртĕ.

Коллектив Хусанти “Асамат” продюсер центрĕ çумĕнче вырнаçнă. Ăна тата ушкăна Алексей Наумов ертсе пырать. Ку центр чăвашлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ те паха çĕнĕ ĕçсем хатĕрлет. Çак кунсенче “Хусан чăвашĕсем” шăрантаракан “Чăн юрату” юрă тăрăх анимаци клипĕ тухрĕ. Чăваш эстрадинче ку - çĕнĕлĕх. Ăна Есения Альбано çамрăк ÿнерçĕ тата дизайнер хатĕрленĕ. Унăн сюжечĕ - ырăпа вĕçленекен юмах. Алексей Наумовпа /юрлаканĕ тата кĕвве хываканĕ/ Олег Прокопьев /сăвви унăн/ тата итальян пики пире илемлĕ, юрату хуçаланакан тĕнчене илсе çитереççĕ. Клипа тĕнчипе паллă вырăнсене кĕртнĕ, çав шутра Анне монументне те.

Пурне те пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче “Хусан чăвашĕсем” ушкăн концертне йыхравлатпǎр. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуçланать.

Чăваш Республикин Культура министерстви



27 марта 2012
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter