Шалу парăмĕ - çивĕч ыйту

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков республикăри организацисенчи ĕç укçи тÿлессипе çыхăннă парăмсем çинчен каласа панă. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççейĕн 74 субъектĕнче шалу тĕлĕшпе парăм пулнă, çав шутра - федерацин Атăлçи округĕнчи 14 субъектра. Чăваш Ен округри регионсен хушшинче 6-мĕш вырăнта: пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра шалу парăмĕ 53,9 млн тенкĕпе танлашнă, кăçалхи виçĕ уйăхра вăл 25,3 млн тенкĕ чухлĕ /32%/ чакнă. Вăхăтра ĕç укçи тÿлеменнисем - 9 организаци, вĕсенчен 8-шĕ - конкурс управленийĕн тапхăрĕнче. 2011 çулта вăхăтра ĕç укçи илейменнисен йышĕ 1047 çын чакнă, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче - 1479 çын.

Республика Пуçлăхĕ ертÿçĕсене парăмсене пĕр тăхтамасăр татмалли пирки асăрхаттарнă. «Хăвăра вăхăтра шалу тÿлемен çынсен вырăнне лартса пăхăр. Сирĕнни пекех вĕсен те çемйисем, ачисем пур», - кăмăлсăрланнă Михаил Игнатьев.

Хальхи вăхăтра ыйту «Шупашкар бройлерĕ» АУОра тата «Волгастроймонтаж» АХОра уйрăмах çивĕч. Ĕç укçин парăмĕн çурринчен ытларах пайĕ - вĕсен тÿпи. «Шупашкар бройлерĕн» ертÿçисем парăма кăçалхи ака уйăхĕнче татма шантарнă. «Волгастроймонтажри» ĕç-пуç йывăртарах. Унчченхи хуçисем предприятие панкрутлăх патне илсе çитернĕ. Çав вăхăтрах унăн сутса ĕçлекенсен умĕнчи парăма татмашкăн хăйĕн пурлăхĕ çук тесен те юрать. Хăй вăхăтĕнче «Волгостроймонтажа» тÿлесе татман тĕп контрагентсем çак организаци пекех пĕр тытăма, «Савва» компанисен ушкăнне, кĕнĕ.

Чăваш Ен прокурорĕ Владимир Метелин каланă тăрăх - çакнашкал лару-тăру тухса тăнăшăн айăплă çынсем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарса вĕсене тĕпченĕ, малалла тĕпчеççĕ. Ĕçшĕн тÿлессине йĕркелекен саккунсене пăхăнассине прокурор енчен тĕрĕслесе тăрассин уссине пысăклатас тĕллевпе хушма мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Прокуратура органĕсем панкрут предприятисен арбитраж управляющийĕсен ĕçне уйăхсерен тишкереççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăн прокуратура органĕсем ĕçшĕн тÿлемелли саккунсене пăснă 1482 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, информаци ушкăнĕсен ертÿçисен ĕç укçипе çыхăннă парăмсен лару-тăрăвне сăнасах тăмалли, тивĕçлĕ органсене вăхăтра информаци памалли çинчен каланă.

Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программине мĕнле пурнăçланипе сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă. 2011-2012 çулсенче программа валли пĕтĕмпе 4,5 млрд тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Кăçал сывлăх сыхлавĕн 19 учрежденийĕн 26 объектне тĕпрен юсама пăхнă. Ку ĕç - 377 млн яхăн тенкĕлĕх.

Сывлăх сыхлавне аталантармалли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри - ялти медицинăна тĕревлесси, çемье врачĕн принципĕпе йĕркелекен медпулăшăва çул парасси. Пĕлтĕр республикăра пĕтĕмĕшле çĕнĕ 20 врач практикин уйрăмĕ ĕçлеме пуçланă. Кăçал тата 23 уçăлмалла, çакăнпа вĕсен Чăваш Енри сетьне йĕркелесси вĕçленет. Унсăр пуçне 2012 çулта 107 килти хуçалăх ĕçне йĕркелеме палăртнă.

Министр çавăн пекех сывлăх сыхлавĕн сферинчи информатизаци ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Сăмахран, электрон медицина карточкисем, вĕсемпе республикăри виçĕ сиплев учрежденийĕнче усă кураççĕ те ĕнтĕ. Алла Самойлова пăшăрхантаракан самантсене те хускатнă. Калăпăр, пуш уйăхĕнче ашшĕ-амăшĕ асăрханманнипе виçĕ ача вилни. Министр шухăшĕпе - ку ыйтăва сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен вăйĕпе кăна татса пама май çук. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ку енĕпе пурин те пĕрле ĕçлемелли пирки каласа темăна Пĕрлехи информаци кунĕнче сÿтсе явма сĕннĕ. Михаил Васильевич çавăн пекех «Земство тухтăрĕ» программа мĕнле пурнăçланнипе кăсăкланнă, ку енĕпе çĕр-шыв ертÿçисен пулăшăвĕ малашне те пулассине палăртса ялта ĕçлеме шут тытнă çамрăк врачсем пурте 1 млн тенкĕ илессине çирĕплетнĕ.

Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисене мĕнле хатĕрленни, республика делегацийĕ Пĕтĕм тĕнчери «Интурмаркет-2012» туризм куравне /Мускав хули/ хутшăннин кăтартăвĕсем çинчен каласа панă. Выставка тĕп хулари «Крокус Экспо» МФЦра пуш уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче иртнĕ, унта Раççейĕн мĕн пур регионĕ, 145 çĕр-шыври турбизнесăн 1300 представителĕ хутшăннă. Курава пырса курнă йыш - 85 пин çынна яхăн.

Унăн ĕçлĕ программипе килĕшÿллĕн пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин туризм майĕсен презентацийĕ пулнă, республика ăнăçăвĕсемпе Раççей спорт тата туризм министрĕ Виталий Мутко та паллашнă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-8-мĕшĕсенче федерацин массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли Атăл тăрăх пресс-тур йĕркелеме калаçса татăлнă, вĕсем Чăваш Енĕн туризм аталанăвĕн малашлăхĕпе паллашĕç. Халĕ республикăра 118 турфирма ĕçлет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çав компанисен рейтингне хатĕрлеме хушнă, туристсене кÿрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатмалли пирки каланă.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев Шупашкарти çулсен пахалăхĕпе çыхăннă темăна хускатнă. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çулсене паянтан юсама пуçласси çинчен пĕлтернĕ. Хула çыннисене чăрмав кÿрес мар тесе ĕçсене çĕрле пурнăçлĕç.

К.СЕМЕНОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 марта 2012
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter