Елчĕк районĕ: халăх театрĕ хăйсен пултарулăхĕпе Елчĕк халăхне тĕлĕнтернĕ

Пĕтĕм тĕнчери театр кунне халалланă каçа Елчĕкри культурăпа кану центрне пуçтарăннă Елчĕк халăхĕ чăннипех те хăйне театр тĕнчине лекнĕнех туйрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче Елчĕк районĕнче театр искусствине, пултаруллă артистсене, драма коллективĕсене аталантарас, кăсăклантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ "Театр тĕнчинче" фестиваль иртет. Çак кун сцена çинче вылякансемшĕн те, театр курма юратакансемшĕн те пысăк уяв пулса тăрать. Кашни çулах фестиваль кăсăклăрах, хаваслăрах пулса пырать. Мĕн пур драма коллективĕсем мала тухас тесе тимлĕ, хастар тата хаваспах хутшăнаççĕ.

Фестиваль икĕ этаппа иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăрта кашни ял тăрăхĕнчи драма коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕçĕ Иккĕмĕш тапхăрта вара, пĕрремĕш тапхăр çĕнтерỹçисем тата Елчĕк халăх театрĕ хăйсен пултарулăхĕпе Елчĕк халăхне тĕлĕнтерчĕ, савăнтарачĕ, хаваслă, чылай асра юлмалăх кану каçĕ парнелерĕ. Кăçал драма коллективĕсем иртнĕ çулсенчен лайăхрах хатĕрленнĕ. Ку Елчĕк районĕнче театр искусствине юратнине палăртать.

Хальхинче чаршава Л.Казанцева çырнă "Кучченеç упăшка" спектакльпе Курнавăшран килнĕ артистсем уçрĕç. Çĕнĕ Пăваран килнĕ артистсем А.Чебанов çырнă "Вĕлтрен кайăк", Елчĕк халăх театрĕ Н.Угарин çырнă "Улька кинĕн виçĕ кинĕ" камитсемпе пухăннă халăха савăнтарчĕç. Елчĕк халăх театрĕ "Çулталăкри чи лайăх спектакль" ята тивĕçсе малти вырăна тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта- Çĕнĕ Пăвасем, виççĕмĕш вырăнта Курнавăшран килнĕ артистсем пулчĕç. Спектакльти чи лайăх эпизод рольне Наташа Семенова(Çĕнĕ Пăва), Алексей Мартышкин(Курнавăш), чи лайăх артист тата чи лайăх артистка ятсене -Валерий Архиповпа Алена Уркина (Елчĕк халăх театрĕ) тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕсене грамота тата асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç.

Кашни çулах Елчĕк халăх театрĕ тата районти драма коллективĕсем хăйсен кураканĕсене çĕнĕ спектакльсемпе савăнтараççĕ. Фестивале чăннипех те районти чи пултаруллă коллективсем вĕçлерĕç. Хальхинче те артистсене халăх питĕ лайăх, тулли кăмăлпа йышăнчĕ.



28 марта 2012
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter