Элĕк районĕ: хĕвел ăшшинче тимлĕхе çухатмаççĕ

«Вăхăт пур-ха, ĕлкĕретпĕр», – тесе тăхтаса тăмаççĕ Шĕмшеш тăрăхĕнчи «Рабия» агрофирма ĕçченĕсем. Вĕсем халĕ çывхарса килекен çурхи уй-хир ĕçĕсене тимлесех хатĕрленеççĕ. Кондициллĕ вăрлăха малтанах хатĕрлесе хунă. Çак кунсенче татах çурхи тулăпа урпан элита вăрлăхне 35 тонна таранах кÿрсе килнĕ. Минераллă удобрени туянмашкăн килĕшÿ тунă – 40 тонна пулĕ вăл. Ăна çак уйăхăн вĕçĕнче тата ака уйăхĕн пуçламăшĕнче турттарса килмелле. Хальхи вăхăтра машина-трактор паркĕнче çурхи ĕçсене хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. Кашни ответлăха туйса ĕçлет.



28 марта 2012
11:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter