Тăван халăх юрри янăрать

ЧР Культура министерствипе Чăваш наци конгресĕн пуçарăвĕпе Шупашкарта чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» XIII конкурс-фестивалĕ иртет. Кăçал ăна пуш уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче культура училищинче йĕркелĕç.

Хальхинче конкурса 30 ытла çамрăк юрăç хутшăнĕ. Чăваш, Пушкăрт, Тутар республикисенчен, çавăн пекех Ульяновск, Тюмень хулисенчен тата ытти çĕртен килнĕскерсен малтан çирĕп суйлав витĕр тухма тивĕ. Сăмах май, вĕсенчен ытларахăшĕ - чăваш эстрада юрăçисен регионти е вырăнти конкурссен çĕнтерÿçисем.

Палăртса хăварар: фестивале хутшăнма тивĕçлисене пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче палăртĕç. Çитес эрне кунпа шăмат кун вара çамрăксем куракансемпе жюри членĕсене эстрада ?поп, этно-поп, джаз% тата халăх юррисемпе савăнтарĕç, çĕнтерÿçĕсем паллă пулĕç.

Т.КРОТОВА.



30 марта 2012
11:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter