Шăмăршă районĕ: марафон малалла пырать

Республикăра "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ кунран-кун вăй илсе пырать. Çак пархатарлă мероприятие районти организацисем, предприятисем, учрежденисем, ял поселенийĕсем пурте хастар хутшăнма тăрăшаççĕ. Мартăн 27-мĕшĕ тĕлне район çыннисем марафон счечĕ çине 52215 тенкĕ укçа куçарнă. Уйрăммăн асăнас пулсан, Кăнтăр районĕсен электросетьĕн ĕçченĕсем – 10950, район администрацийĕ - 7985, Россельхозбанкăн Чăваш регионĕн Шăмăршă районĕнчи хушма офисĕ – 4750, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕ – 3330, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул – 2700, Шăмăршăри аптека – 2400, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ – 2000, районти çынсене социаллă пулăшу паракан центр - 1700, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул – 1480 тенкĕ уйăрнă. Паллах, список çакăнпа кăна вĕçленмест. Районти ял поселенийĕсем те пурте ятарлă счет çине укçа куçарнă.

Ыр кăмăллăх марафонĕ малалла пырать. Унта кашниех хутшăнма пултарать. Анчах хăш-пĕрисем, уйрăмах предпринимательсем, лавккасем тытакан усламçăсем хĕрринче тăрса юлма тăрăшаççĕ. Хальлĕхе вĕсенчен нихăшĕнчен те марафон счечĕ çине пĕр пус та куçман-ха.



30 марта 2012
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter