"Чĕнтĕрлĕ чаршавăн" çĕнĕ çĕнтерÿçисем

Виçĕм кун Пĕтĕм тĕнчери театр кунне палăртрĕç. Вăл - чуна тасатакан вырăнта вăй хуракансен çеç мар, куравçăсен уявĕ те. Театр пĕлтерĕшĕ пирки нумай каланă, çырнă, анчах асамлă çав вăй çынна нихăçан та тĕлĕнтерме чарăнмасть. Пĕлетпĕр: сцена çинче пулса иртекен ĕçе артистсем выляса, сăнарласа кăтартаççĕ. Апла пулин те вăл е ку самантра эпир куççуль кăларма та, сасăпах кулма та пултаратпăр. Унти «пурнăç» та пирĕнни майлах эппин, тымарĕсем пирĕн хушăра. Пире мĕн канăçсăрлантарать - çав ыйтусенех хускатаççĕ театрсем.

Çак кун республикăри театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсне пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Ăна 1999 çулта йĕркеленĕ. Тĕллевĕ - иртнĕ çулхи ĕçсене хакласси, чи ăнăçлă спектакле, рольпе партие палăртасси, çĕнтерÿçĕсене чысласси, хавхалантарасси. «Чĕнтĕрлĕ чаршавăн» вун виççĕмĕш конкурсĕн çĕнтерÿçисене К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче саламларĕç.

Сцена ăстисен ячĕпе ăшă, ырă сăмах чылай пулчĕ. ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, Чăваш Ен Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев саламларĕç. Роза Михайловна çавăн пекех Раççей культура министрĕн Александр Авдеевăн, Геннадий Павлович Раççей Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕн Александр Калягинăн телеграммисемпе паллаштарчĕç. Пĕрре хăйсен кун-çулне театрпа çыхăнтарнă çынсем çав çулран нихăçан та пăрăнманнине, кирек ăçта пурăнсан та - Мускавра е Тюменьре, Калининградра е Шупашкарта - актерсем пĕр пысăк çемье йышĕнче пулнине, пурне те театра, куракана юратни пĕтĕçтернине палăртнă вĕсенче.

Конкурса тăратнă ĕçсене кăçал та сакăр номинаципе хакланă. Тата - икĕ дипломпа парне. Пĕрне - «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн жюрин ятарлă парнине - Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнчи Венера Пайгильдинăна «Кая юлнă юрату» спектакльри Василиса ролĕшĕн пачĕç. Теприне - «Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль» номинацирине - Чăваш патшалăх пукане театрĕн режиссерне Юрий Филиппова «Машукпа Мишук» спектакльшĕн. Раççей тата ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕсен парнине /пултарулăх командировкине Мускава/ Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Большаков тивĕçнĕ. Вăл çав кун инçе çула тухнăччĕ ĕнтĕ.

Тепĕр самант пирки те чарăнса тăрассăм килет. Вырăс драма театрĕн актриси, Чăваш халăх артистки Антонина Баулина пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче 85 çул тултарнă. Антонина Николаевна хăйĕн кун-çулĕнчи 62 çулне сцена çинче ирттернĕ, çав шутра 52-шне - асăннă театрта. Юбиляра та чысларĕç, çирĕп сывлăх, çĕнĕ рольсем сунчĕç.

Сцена çине малалла конкурс çĕнтерÿçисем тухрĕç. «Спектакле илемлетнĕ чи лайăх музыка» номинацире Любовь Казанцева çĕнтерчĕ. Вăл Çамрăксен театрĕнчи «Клочки по закоулкам» юмаха илемлетнĕ. «Музыка спектаклĕнчи лайăх парти» номинацире Иван Снигирев Гофман партийĕпе /«Сказки Гофмана» спектакль/ палăрчĕ. «Çулталăкри чи лайăх драматург» ята кам тивĕçнине пĕлес тетĕр-и? Вăл - Людмила Сачкова. Жюри членĕсем вăл çырнă «Пĕртен-пĕрскерĕм» пьеса чи лайăххи тесе хакланă.

Çак самантра сцена çине Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев хăпарчĕ. Вăл «Чĕнтĕрлĕ чаршавăн» çеç мар, тепĕр конкурсăн - чăвашла çыракан драматургсен конкурсĕн - жюри председателĕ те. Асăнса хăварар: çак конкурс ЧР Культура министерствипе Театр ĕçченĕсен союзĕн пуçарăвĕпе виççĕмĕш хут иртрĕ. Унăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш пĕтĕмлетĕвĕсене 2004, 2008 çулсенче тунăччĕ. Кăçалхи Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕпе пĕр килчĕ. Жюри членĕсем 17 пьесăна вуласа тухнă хыççăн пĕрремĕш вырăна никама та парас темен. Иккĕмĕшне вара икĕ пьеса тивĕçнĕ: Анатолий Ефимовăн /Хмытăн/ «Сутăн илнĕ чыс» тата Ольга Туркайăн «Ален Делон е, Кĕскен телей çинчен» пьесисем. Виççĕмĕш вырăнта - Александр Пăрттан «Килех килчĕ тур çырни» ĕçĕ.

«Эпизод ролĕнчи чи лайăх актер» номинацие иккĕн пайларĕç. Вĕсем - Чăваш академи драма театрĕнчи Александр Демидов /«Дикий» спектакльти Автан сăнарĕ/ тата Оперăпа балет театрĕнчи Константин Москалев /«Сказки Гофмана» оперăри Линдорф, ытти партисемшĕн/. «Чи лайăх сценографипе» Владимир Шведов художник «Преступление и наказание» спектакле илемлетсе çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ. «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» номинаципе Чăваш академи драма театрĕн артисчĕ Валерий Карпов «Дон Жуан» спектакльри Дон Гуан сăнарĕшĕн çĕнтерчĕ. «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацире те асăннă театр актриси Оксана Драгунова мала тухрĕ. Çак чыса «Пĕртен-пĕрскерĕм» спектакльти Анюта ролĕпе тивĕçрĕ.

«Çулталăкри чи лайăх спектакль» /режиссура/ - Вырăс драма театрĕнчи «Преступление и наказание». /Ашот Восканян лартнă/.

Уявăн тĕп спонсорĕ - Раççей перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ. Сăмах май, управляющийĕ Вячеслав Александров, унăн çумĕсем Андрей Можанов тата Константин Киргизов çĕнтерÿçĕсене хушма парнесемпе хавхалантарчĕç.

Савăнăçлă каç театр ĕçченĕсене Шупашкарти музыка училищинчи «Янтал», тĕп хулари 55-мĕш шкулти, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи «Юрай» фольклор ансамблĕсем, Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнчи хореографи ушкăнĕ, ачасен кăтартуллă «Суварята» ташă ансамблĕ, халăх инструменчĕсен кăтартуллă «Эревет» ансамблĕ, ыттисем саламларĕç.

 Надежда СМИРНОВА.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 марта 2012
11:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter