Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ пулчĕ

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ иртрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнчи суйлав участокне çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа килчĕ.

“Паян - республикăра тата çĕр-шывра пурăнакансемшĕн яваплă кун, çав вăхăтрах - пысăк уяв та. Эпир Раççей пуласлăхĕшĕн, аслă çĕр-шывăмăрăн тăнăçлă аталанăвĕшĕн сасăлатпăр. Кашни çын, кашни çемье ыранхи куна шанăçпа кĕтсе илме пултартăр. Раççей малашне мĕнле çул-йĕрпе аталанасси шăпах паянхи суйлавран килет”, - терĕ Михаил Васильевич суйлав бюллетеньне витĕр курăнакан урнăна янă хыççăн. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин мăшăрĕпе Ольга Николаевнăпа 793-мĕш суйлав участокне 8 сехет иртсенех çитрĕç. Кашни сасăлавах ирех хутшăнма тăрăшнине пытармарĕç. “Эпĕ тăнăçлăхшăн, малашлăх аталанăвĕшĕн тата çĕр-шывра пулса иртекен ырă улшăнусемшĕн сасăларăм”, - палăртрĕ Иван Борисович. Журналистсем халăх Президент суйлавне хастартарах хутшăнни пирки сăмах пуçарсан: “Раççей ертÿçине суйласси - питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм”, - терĕ республика премьер-министрĕ. Раççей Президенчĕн çак суйлавĕн çĕнĕлĕхĕсенчен пĕри - суйлав участокĕсене веб-камерăсем вырнаçтарни. Чăваш Енри 1176 участокран 1159-шне çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Йĕркепе килĕшÿллĕн, куçса çÿрекен тата хупă мелпе ĕçлекен суйлав участокĕсенче, тĕслĕхрен, медицина учрежденийĕсенче, следстви изоляторĕсенче, видеосăнав ирттермелли программа-аппарат комплексĕсем пулмалла мар. Ун пеккисем пирĕн республикăра - 17. Ыттисенче вара пуринче те икĕ веб-камера. Пĕри - бюллетеньсем паракан тата сасăлавçăсен списокĕпе ĕçлекен вырăнсене, тепри вара урнăсене кăтартаканни. Шăпах программа-аппарат комплексĕсене пула суйлав мĕнле иртнине кăмăл пуррисем пурте он-лайн мелпе сăнама пултарчĕç. Çакă савăнтарать: веб-камерăсем халăхăн хастарлăхне япăх витĕм кÿмерĕç.



04 марта 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter