Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти машиностроени техникумĕнче пулчĕ

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти машиностроени техникумĕнче пулчĕ, унти лару-тăрупа паллашрĕ, преподавательсемпе студентсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Ку вĕренÿ заведенийĕнче икĕ шайлă - вăтам тата пуçламăш - професси пĕлĕвĕ параççĕ. Хальхи вăхăтра техникумра 1400 çамрăк ăс пухать, вĕсенчен 88 проценчĕ - каччăсем. Техника специальноçĕсем яшсене ытларах илĕртеççĕ çав. Михаил Игнатьев малтан вĕренÿ аудиторийĕсене кĕрсе курчĕ, студентсем компьютерпа усă курса лаборатори ĕçне пурнăçланине сăнарĕ. Çакна палăртса хăвармалла: Шупашкарти машиностроени техникумĕ 2009 çулта “Вĕренÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ, çакăншăн ăна федераци бюджетĕнчен 55 млн тенкĕ уйăрса панă. Ку “кĕмĕлпе” çĕнĕ йышши компьютерсем, сĕтел-пукан, инструментсем, методика литературипе справочниксем, вĕренÿпе лаборатори оборудованийĕ туяннă* интерактивлă классем йĕркеленĕ* преподавательсен ĕç вырăнĕсене проекторсемпе, лицензи программисемпе пуянлатнă* мастерскойсене паянхи кун ыйтнине пур енлĕн тивĕçтерекен станоксем лартнă. Пĕтĕмлетсе калас тăк - халĕ техникумра тăрăшса ĕçлеме те, пĕлÿпе тавра курăма ÿстерме те лайăх майсем пур.

Михаил Васильевич вĕренÿ мастерскойĕсенчи - фрезер тата токарь участокĕсенчи - лару-тăрупа та кăсăкланчĕ. “Машиностроени технологийĕ” специальноçа алла илекен çамрăксем хăнасене çĕнĕ оборудованипе усă курса деталь мĕнле хатĕрлемеллине кăтартрĕç. Паллах, промышленноç предприятийĕсем кăларакан изделисене тумашкăн студент çулĕсенчех хăнăхни хĕрсемпе каччăсемшĕн питех те вырăнлă. Вĕсем республикăри предприятисемпе организацисенче производство практикинче пулса ăсталăхне ÿстернине те ырламалла çеç. Çакна пулах чылайăшĕ диплом илсен тÿрех ĕçе вырнаçать. Республика Пуçлăхĕ техникумри культурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра та пулчĕ. Асăннă комплекс тытăмне акт тата спорт, фитнес тата тренажер залĕсем кĕреççĕ. Кунта преподавательсемпе студентсем канма тата кĕлетке хитрелĕхне упрас тĕллевпе çÿреççĕ. Михаил Игнатьев спорт залĕнчи çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыни хăйсемшĕнех усăллă пулнине аса илтерчĕ.

Акт залĕнче йĕркеленĕ тĕл пулура Шупашкарти машиностроени техникумĕн директорĕ Лев Квасков çĕр-шыв тата республика ертÿлĕхĕ вĕренÿ тытăмĕ аталантăр тесе юлашки çулсенче калама çук пысăк ĕç пурнăçланине каларĕ. Кăтартусем - куç умĕнчех. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй техникумри улшăнусемпе кăмăллă пулнине пытармарĕ, вĕренÿ учрежденийĕнче промышленноç предприятийĕсенчи евĕрлĕ техника оборудованийĕ вырнаçтарнăшăн мухтарĕ. “Сирĕн тĕп тĕллев - лайăх вĕренесси, ăсталăхăрпа пултарулăхăра ÿстересси. Паянхи ĕç рынокĕнче пысăк квалификациллĕ тата конкуренцие тÿсĕмлĕ специалистсем кирлĕ,” - терĕ Михаил Васильевич пуçаруллисене патшалăх яланах пулăшма хатĕр пулнине аса илтернĕ май. Студентсем пулас ĕç вырăнĕ пирки хăйсем те шухăшлаççĕ, çавна май вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел модулĕсем хатĕрлекен завод çинчен ыйтрĕç. “Çак заводра 300 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, шалу та пысăк пулмалла. Унта туса кăларакан хĕвел модулĕсен 95 проценчĕ Раççей тулашне ăсанĕ. Ку проект хакĕ - 20,3 млрд тенкĕ. Малтанхи продукцие кăçал Республика кунĕ тĕлне кăларма палăртнă”, - ăнлантарчĕ Пуçлăх. Çакнашкал проектсем Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстереççĕ.

Техникумра ĕçлекенсемпе вĕренекенсем республикăри тата çĕр-шыври лару-тăрăва лайăх пĕлни вĕсен ыйтăвĕсенчен тÿрех сисĕнчĕ. Шупашкарти шыв управĕн шайне 68 метра çитерес, Çĕнĕ Шупашкарта хытă каяшсен полигонне тăвас ĕç мĕнле пынипе кăсăкланчĕç вĕсем. Техникума тĕнче шайĕнче хутшăнусем йĕркелес тĕлĕшпе пулăшма ыйтрĕç. Çамрăксене Михаил Игнатьев мĕнле канни, республика пуласлăхне вăл тепĕр 6 çултан мĕнле курни те интереслентерет. Президент пулас тесен мĕн тумалли те шухăшлаттарать. Пуçлăх кашни ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ. “Шанатăп, вăхăт çитсен сирĕнтен лайăх ертÿçĕсем, министрсем, генералсем, космонавтсем е тата урăх специалист - республика экономикипе социаллă пурнăçне лайăхлатмашкăн, халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстермешкĕн - пулĕ. Пуласлăх - хамăр алăра. Аса илтеретĕп: эпĕ çамрăксене шаннă та, шанатăп та”, - терĕ сыв пуллашнă май Михаил Васильевич.

("Хыпар" хаçат хатĕрленĕ) 





05 марта 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter