ЧЭСК перекетлеме вĕрентет

Эпир хăнăхнă хĕрекен ахаль лампочкăсем энерги перекетлекен çĕнĕ йышши лампочкăсенчен 4-5 хут ытларах çунтараççĕ. Тепĕр тесен энерги перекетлемелли мел питĕ нумай. Шел те, вĕсемпе туллин усă курмастпăр. Çак самантсене Çĕнĕ Шупашкарта виçĕм кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пусăм тусах палăртрĕ. Республика ертÿçине харăсах ЧЭСКăн икĕ пуçлăхĕ - кивви тата çĕнни - кĕтсе илчĕ. Шăпах пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче энергокомпани гендиректорĕн должноçне Александр Гончарова, маларах республика Правительствин вице-премьерĕ - строительство министрĕ пулнăскере, çирĕплетнĕ. Умĕнхи ертÿçе Михаил Ширунова вара Пушкăртстанăн энергосбыт компанийĕн гендиректорне лартнă.

«Экскурси» урамранах пуç­ланчĕ. ЧЭСК çурт-йĕр, предприятисен энергоаудитне ирттерме «Фольксваген» автомобиль никĕсĕ çинче тунă ятарлă комплекс туяннă - унашкалли Раççейĕпе те çук-мĕн. Куçса çÿ­­­рекен çак лаборатори 12 млн тенке яхăн тăрать. Унта - асăннă ĕçе пурнăçламалли вун-вун прибор. Пĕринпе, 2 млн тенкĕ тăракан тепловизорпа, çывăхри пурăнмалли çурта «тĕллерĕç». Вырăн-вырăнпа хĕрлĕ кăтартать - эппин, вун-вун çул каялла тунă çак çурт нумай ăшă çухатать. Центра шала кĕрсен вара куç-пуç алчăрать тени те ытлашши мар. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Игнатьев та ку çурт пирки «чаплă кермен!» тесех каларĕ. Çĕнĕ йышши техникăпа туллин тивĕçтернĕ. «РусГидро» правленийĕн членĕ Станислав Савин, Чăваш Ене ятарласа килнĕскер, каланă тăрăх центра тума энергокомпани вун-вун млн тенкĕ тăкакланă.

Кунта кирек кам та энерги перекетлес енĕпе консультаци илме пултарать, специалистсем валли семинарсем йĕркелеме пĕтĕм услови пур. Паллах, шкул ачисемпе студентсем валли энергоперекетлĕх урокĕсем те иртĕç. Вĕсем тунсăх лекцисем пулмĕç - ача-пăчана та кăсăклантармалла. Çутă çăл куçĕсен аталанăвĕн историйĕ, перекетлĕх мелĕсем, ытти... Экран çине пусатăн та - калăпăр, кухньăри электроприборсемпе усă курнă чух энерги перекетлемелли сĕнÿсем тухаççĕ. Миçе тенкĕ перекетлеме май пурри таранах паллă. Е тата - ахаль плита тата индукци мелĕ­пе ĕçлекенни. Иккĕшĕн çине те шыв тултарнă кастрюль лартнă. Энергие пĕрешкелех çунтараççĕ, анчах çĕнĕ йышши плита шыва темиçе хут хăвăртрах вĕретет, çапла вара перекет чăннипех курăмлă. Кунашкалли - кашни утăмра. Ахальтен мар ĕнтĕ шкулсен кунта килсе курма ĕлкĕрнĕ хăш-пĕр директорĕ хăйсен «хуçалăхĕнчи» столовăйсенчи плитасене улăштарма пуçланă та иккен.

Михаил Игнатьев тĕлĕннине пытармарĕ, центрпа чăннипех кăсăкланса паллашрĕ. Энергокомпани ертÿçисемпе «тет-а-тет» канашлу ирттернĕ хыççăн журналистсемпе те калаçма вăхăт тупнă май Энерготухăçлăх центрне чи малтан бюджет учрежденийĕ­­сен ертÿçисене илсе килесси çинчен каларĕ. Вĕсене перекетлеме вĕрентни бюджет укçине перекетлеме май парĕ. «Хальлĕхе вара ку енĕпе йĕркесĕрлĕх, хуçасăрлăх нумай, - терĕ Михаил Васильевич. - Чылай чух энергишĕн нумай тÿлетпĕр тесе мăкăртататпăр, тăкаксене пĕчĕклетме тăрăшмастпăр. Пирĕншĕн никам та перекетлемĕ - çакна хамăрăн тумалла...» Вăл ЧЭСК хăйĕн шучĕ­­пе республикăри ача çурчĕ­семпе интернатсене энерги перекетлекен пин-пин лампочка лартса парса çав бюджет учрежденийĕ­­сене пĕтĕмпе çулталăк хушшинче вун-вун пин тенкĕ перекетлесе хăварма май панине кăмăллăн палăртрĕ.

Ку çеç те мар. Станислав Савин энергокомпани хăйĕн шучĕпе тĕп хулара тата Çĕнĕ Шупашкарта энергие шута илмелли приборсем вырнаçтарнине аса илтерчĕ - çакă та перекетлеме пулăшасси куç кĕрет. Шута илмесĕр епле перекетлĕн?

Тăкаксене чакармалли резерв вара пайтах. Çакна Чăваш энергосбыт компанийĕн пулăшăвĕпе усă курса ĕçе кĕртме май пур. Пĕр тĕслĕхе кăна асăнам. 4-мĕш СДЮСШОРта энергоаудит ирттернĕ те - энерги перекетлемелли мероприятисем сĕннĕ. Энергетиксен сĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртсен çулталăкри пĕтĕмĕшле перекет 1,7 млн тенке яхăн пулать иккен. Ку вара - спорт шкулĕн çулталăкра энергоресурссемшĕн тÿ­­леме каякан тăкакĕсен 42% яхăн.

Акă мĕншĕн Михаил Игнатьев та бюджета тÿрлетÿсем кĕртнĕ чух энергоперекетлĕх мероприятийĕсем валли хушма укçа уйăрма хатĕррине çирĕплетрĕ. Унтан вара журналистсене ыйту пачĕ: «Хваттерĕрсенче пурте энерги перекетлекен лампочкăсем лартнă-и?» Нумай çунтаракан лампочкăсене çĕнĕ йышшисемпе улăштарнисем йышлăрах иккен - çавна май Михаил Васильевич массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене ырлама та ăшă сăмахсем тупрĕ.

 Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 марта 2012
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter