Çĕр-шывра пулса иртекен ырă улшăнусемшĕн

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ иртрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнчи суйлав участокне çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа килчĕ

“Паян - республикăра тата çĕр-шывра пурăнакансемшĕн яваплă кун, çав вăхăтрах - пысăк уяв та. Эпир Раççей пуласлăхĕшĕн, аслă çĕр-шывăмăрăн тăнăçлă аталанăвĕшĕн сасăлатпăр. Кашни çын, кашни çемье ыранхи куна шанăçпа кĕтсе илме пултартăр. Раççей малашне мĕнле çул-йĕрпе аталанасси шăпах паянхи суйлавран килет”, - терĕ Михаил Васильевич суйлав бюллетеньне витĕр курăнакан урнăна янă хыççăн.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин мăшăрĕпе Ольга Николаевнăпа 793-мĕш суйлав участокне 8 сехет иртсенех çитрĕç. Кашни сасăлавах ирех хутшăнма тăрăшнине пытармарĕç. “Эпĕ тăнăçлăхшăн, малашлăх аталанăвĕшĕн тата çĕр-шывра пулса иртекен ырă улшăнусемшĕн сасăларăм”, - палăртрĕ Иван Борисович. Журналистсем халăх Президент суйлавне хастартарах хутшăнни пирки сăмах пуçарсан: “Раççей ертÿçине суйласси - питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм”, - терĕ республика премьер-министрĕ.

Раççей Президенчĕн çак суйлавĕн çĕнĕлĕхĕсенчен пĕри - суйлав участокĕсене веб-камерăсем вырнаçтарни. Чăваш Енри 1176 участокран 1159-шне çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Йĕркепе килĕшÿллĕн, куçса çÿрекен тата хупă мелпе ĕçлекен суйлав участокĕсенче, тĕслĕхрен, медицина учрежденийĕсенче, следстви изоляторĕсенче, видеосăнав ирттермелли программа-аппарат комплексĕсем пулмалла мар. Ун пеккисем пирĕн республикăра - 17. Ыттисенче вара пуринче те икĕ веб-камера. Пĕри - бюллетеньсем паракан тата сасăлавçăсен списокĕпе ĕçлекен вырăнсене, тепри вара урнăсене кăтартаканни. Шăпах программа-аппарат комплексĕсене пула суйлав мĕнле иртнине кăмăл пуррисем пурте он-лайн мелпе сăнама пултарчĕç. Çакă савăнтарать: веб-камерăсем халăхăн хастарлăхне япăх витĕм кÿмерĕç. Çĕнĕлĕхсенчен тепри вăл - Шупашкар хулинчи суйлав участокĕсенче витĕр курăнакан урнăсем вырнаçтарни. Çакă та сасăлав процесне уççăн ирттерме пулăшать. Суйлавçăсен сассине пĕтĕмлетсе шутлакан тытăмсене - “КОИБсене” - ку хутĕнче Шупашкарти Мускав районĕнчи участоксенчен Çĕнĕ Шупашкара, пĕр пайне вара Шупашкар районне куçарса кайнă.

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультечĕн çуртĕнче сасăларĕ. “Эпĕ çак кунсенче Шупашкар хулинчи студентсемпе тĕл пултăм, вĕсен пурнăç тата политика хастарлăхне тепĕр хут курса ĕнентĕм, - терĕ Геннадий Семенович залра çамрăк нумаййине асăрхаса. - Эпĕ паянхи тăнăçлăхшăн тата ыранхи шанчăклăхшăн сасăларăм”.

Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕ Руслан Тихонов, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант мăшăрĕпе Татьяна Дмитриевнăпа хăйсен тивĕçне Шупашкарти коопераци институтĕнче вырнаçнă суйлав участокĕсенче пурнăçларĕç. Халăх йышлине кура Николай Федоровичăн черетре кăштах тăма та тиврĕ, çакăншăн вуçех те кăмăлсăрланмарĕ. “Черетре тăнă чухне ентешĕме куртăм. Унпа çамрăклăха аса илтĕмĕр, пурнăç шайĕ лайăхланса, этем ĕмĕрĕ вара вăрăмланса пынине палăртрăмăр, - кăмăллăн пĕлтерчĕ Николай Гаврилов. - Эпир çĕр-шыв Президентне пĕрремĕш хут нумай вăхăта - 6 çуллăха - суйлатпăр. Шансах тăратăп: халăх тĕрĕс сасăласан Раççей тата вăйлăрах пулĕ!”

 

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 марта 2012
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter