Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлани

                                            Юратнă хĕрарăмсем!

 Сире пĕтĕм чун-чĕререн питĕ чаплă уявпа – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатăп! Сирĕн çепĕç куллăр ăшшипе, савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тата çĕнелÿпе тулса пуянланнă çак илемлĕ уява эпир пурте чăн-чăн çуркунне палли пек йышăнатпăр. Çак вăхăтра çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăранса чĕрĕлме тытăнать, чунра çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуралать. Иксĕлми юратупа илеме, тарăн ăспа ыр кăмăллăха, ăш пиллĕхпе чăтăмлăха сăнарлаканскерсем, эсир пурнăçа савăнăçлăрах тата çураçуллăрах тăватăр. Хăвăр чунтан савакан çывăх çыннăрсене ачашлăхпа ăшă туйăм парнеленĕ май, вĕсене пурнăçри йывăр самантсенче тĕрлĕ пăтăрмахсемпе инкексенчен сыхлатăр, килти хăтлăха шанчăклăн упратăр. Сирĕн юратăвăрпа тăрăшулăхăр пире, арçынсене, вăйлăрах пулма хистеççĕ, пултаруллă ĕçлеме тата ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ. Эпир Сире хамăра ăнланнăшăн тата ырă кăмăллă пулнăшăн, çемье вучахне упрама пĕлнĕшĕн, ачасене çивĕч ăс-тăнлă та пултаруллă туса пăхса çитĕнтернĕшĕн тата хăвăр çав хушăрах ĕçре, общество пурнăçĕнче пысăк çитĕнÿсем тума пултарнăшăн чĕререн тав тăватпăр. Хаклă аннесемпе асанне-кукамайсем, мăшăрсемпе хĕрсем, аппасемпе йăмăксем тата тантăшсем, пирĕн пурнăçа пархатар кÿнĕшĕн тата ăна телейлĕ тума пулăшнăшăн сирĕн умăрта эпир пуçа таятпăр. Ан тив, сирĕн чунăрта яланах çуркунне чечеклентĕр, çемйĕрсенче юратупа килĕшÿлĕх хуçаланччăр, чи çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр! Çирĕп сывлăх тата ырлăхпа телей сире!

Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                          М.Игнатьев.



07 марта 2012
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter