Путин çĕнтерĕвне халалласа Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти Республика тÿремĕнче

"Раççее - мухтав!” патриот акцийĕ иртнĕ, унта 4 пине яхăн çын хутшăннă. Хулара пурăнакансем Раççей Президенчĕн суйлавĕнче çĕнтернĕ Владимир Путина ырланине, вĕсем яланах ун майлă пулнине палăртма пухăннă.

“Суйлавра пирĕн кандидатшăн - Владимир Путиншăн - сасăланисене пурне те тав тăватăп. Эсир тĕрĕс суйлав тунă: малашнехи тăнăçлă аталанушăн, вăйлă Раççейшĕн”, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар çыннисене. Вăл республикăра пурăнакансем суйлава лайăх хутшăннине, ку кăтартупа Чăваш Ен федерацин мала тухнă 20 субъекчĕ йышне лекнине пĕлтернĕ.

Раççей Геройĕ, авиаци генерал-лейтенанчĕ, Чăваш Енри халăх штабĕн ертÿçи Николай Гаврилов Президент суйлавĕнче Владимир Путин çĕнтернĕ ятпа пурне те саламланă. “Шанатăп: пирĕн халăхăн ытларах пайĕ тунă суйлав Чăваш Ене малашне те йĕркеллех аталанса пыма май парĕ, пирĕн пурнăç шайĕн пахалăхĕ ÿссех пырĕ”, - палăртнă Николай Федорович.

Чăваш Енри çамрăксен кадр резервĕн членĕ Алексей Ильбеков Республика тÿремне хамăрăн çĕр-шывăн шăпи пирки шухăшлакан, Раççей аталантăр тесе ĕмĕтленекен çынсем килнине каланă. “Пире пуçаруллă та хастар çамрăк ытларах кирлĕ. Путин пирĕншĕн чăнласах та тĕслĕх”, - тенĕ вăл.

Акци темиçе сехете тăсăлнă. Пухăннисене республикăри пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарнă.

 Изольда БЕЛОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 марта 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter