Елчĕк районĕ: чăваш хĕрĕ чăвашлăхпа илемлĕ

Мĕн авалтан чăваш халăхĕ хăйĕн илемлĕ те сăпай хĕрĕсемпе палăрса тăнă. Чăваш хĕрĕ ирхи шăпчăкпа пĕрле тăрса каçчен ĕçленĕ, пушă вăхăтра тантăшĕсемпе пĕрле выляса-кулса  савăннă. Сăн-пичĕпе çеç мар, кăмăлĕпе ырă, чунĕпе çемçе пулнă вăл. Сак енсене хамăрта упраса хăварас тĕллевпе Сирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Чăваш хĕрĕ чăвашлăхпа илемлĕ» ача-пăча пултарулăх фестивалĕ иртрĕ. Фестивале 5-8-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем хутшăнчĕç, ăна Пĕтĕм Тĕнчери Хĕрарăмсен кунне халалларăмăр.

5-мĕшсем куракансене ача-пăча вăййисемпе паллаштарчĕç.

Чăваш халăхĕ авалтанах пĕр-пĕринпе питĕ туслă. Тăвансем пĕр-пĕрин патне час-часах хăнана çÿреççĕ. Ун пек чухне ĕлĕк ачасем юлташĕсене улаха чĕннĕ. Ушкăнпа вылянă ачасем, шÿтленĕ, пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашнă. Сакна пире 6-мĕшсем кăтартса пачĕç.

Ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне кĕçĕннисем аслашшĕ-асламăшĕпе ларнă. Ватти çамрăккине ун чух пурнăç çинчен каласа панă. Сак саманта 7-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасем сăнларĕç.

Ситĕнерехпе хĕрсемпе каччăсем каçсерен улаха пуçтарăннă. Сакăнта туслăхпа юрату туйăмĕсем вăранса аталаннă. Хĕрупраçсемпе каччăсем шÿтленĕ, юмăç янă. Юмăç янине 8-мĕшсем кăтартрĕç.

«Чăваш ятне ан çĕрт!» - тенĕ чăвашра. Сак сăмахсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Кашнинех хăй халăхне тивĕçлĕ пулма тăрăшмалла. Унăн ăс пурлăхне хушма, малалла яма хатĕр пулмалла.

Тĕнчене тĕлĕнтернĕ чăваш тĕрри, сурпанĕ, улача кĕпи, кĕмĕл тенкĕллĕ хушпăвĕпе тухйи – çаксем пурте чăваш хĕрĕсен алли витĕр тухнă. Мĕн чухлĕ сăвă-юрă, шÿт, такмак, вăйă пĕлнĕ чăваш хĕрĕсем. Сак пуянлăха упраса хăварасчĕ. Чăваш хĕрĕ идеал вырăнĕнче юлтăр.

Фоторепортаж



08 марта 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter