Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Центросоюзĕн канашĕн председателĕпе Евгений Кузнецовпа тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Раççей Центросоюзĕн канашĕн председателĕпе Евгений Кузнецовпа, Шупашкара виçĕ кунлăх визитпа килнĕскерпе, курнăçнă. Тĕл пулура республикăн социаллă пурнăçпа экономика, агропромышленноç комплексне аталантарассин, ял хуçалăхне пулăшассин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енре ялсенче сывă конкуренци валли тивĕçлĕ условисем йĕркеленине палăртнă. Евгений Кузнецов каланă тăрăх - Чăвашпотребсоюз икĕ çул ĕнтĕ ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрлес, тирпейлес тата сутас енĕпе лидер шутланать. Çакăнта республикăра потребительсен обществин пурлăхпа техника никĕсне упраса хăварнин витĕмĕ, пĕтĕм ĕç коллективĕн тÿпи пысăк. Центросоюз канашĕн председателĕ федерацин ытти субъектĕнчи потребительсен союзĕсен Чăвашпотребсоюзăн ырă опычĕпе усă курмалли çинчен каланă. Аса илтерни вырăнлă: ĕнер Чăваш Енĕн тĕп хулинче РФ Центросоюзĕн канашĕн тата Раççей коопераци университечĕн аслă канашĕн ларăвĕсем иртнĕ. Паян çĕр-шыври потребительсен обществисен представителĕсен пĕрлехи 138-мĕш пухăвĕ пулать, ыран - ял хуçалăх продукцийĕ туса илмелли, тирпейлемелли тата сутмалли, «уй-хиртен лавкка сентри таран» çыхăнăва ĕçлеттермелли пĕрлехи тытăм туса хурас енĕпе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри семинар-канашлу. (О.ЩЕРБИГИН)

 



10 апреля 2012
10:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter