Тăвай районĕ:çавра сĕтел хушшинчи ĕçлĕ калаçу

Раççей Президенчĕ суйлавне ирттерме активлă пулăшнисем район администрацийĕн пĕчĕк залĕнчи çавра сĕтел хушшине пухăнчĕç иртнĕ эрнере. Тăвай территорийĕнчи суйлав, ун çумĕнче йĕркеленнĕ çамрăк суйлавçăсен тата участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсем пулчĕç унта. Çавра сĕтел хушшинчи ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, ЧР тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков тата унăн çумĕ П.Куприн, республикăри тĕп суйлав комиссийĕн консультанчĕ О.Федорова хутшăнчĕç. Иртнĕ çул вĕçĕнче тата кăçал пуш уйăхĕнче пулнă суйлавсем тавра пычĕ калаçу. Тухса калаçакансем суйлав хăй евĕрлĕхĕ, комиссисен ĕçĕсем, çамрăксен активлăхĕ, политика партийĕсемпе ытти участоксемпе çыхăну тытасси пирки сăмах хускатрĕç. Суйлав вăхăтĕнче хăйсем мĕнле ĕçлени çинчен районти хăш-пĕр суйлав комиссийĕсен председателĕсемпе секретарĕсем каласа кăтартрĕç. ЧР тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков суйлава хатĕрленме тата ирттерсе яма Тăвай енри комиссисене пулăшнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Ю.Васильева Тав хучĕ пачĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Пуянкассинчи тата Чÿкçырминчи участоксен комиссийĕсен председателĕсене Л.Даниловапа А.Косаревана, Тăвайри участок комиссийĕн членне Г.Александрована Хисеп грамотисем, Тăвай территорийĕн суйлав комиссийĕн председателĕн çумне Л.Данилована, Тĕмерти участок комиссийĕн секретарьне Н. Яковлевана Тав хучĕсем панă. Тăвайри 1170-мĕш номерлĕ участокри суйлав комиссийĕ (председателĕ Э.Николаева) РФ Президенчĕн суйлавне хатĕрлесе ирттерсе ярас енĕпе Чăваш Енре йĕркеленĕ конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çакăншăн вĕсене ЧР тĕп суйлав комиссийĕ Тав хучĕ тата укçан преми панă.


10 апреля 2012
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter