Призыв, парăмсем, ейÿ...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Юстици министрĕ Надежда Прокопьева çурхи призыва хатĕрленни çинчен каласа панă. Вăл утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта Чăваш Енрен 3 пин çамрăка çар службине ăсатмалла. Кĕрхи призыв вăхăтĕнче 1470 çын çар ретне тăнине шута илсен - самай пысăк кăтарту. Ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Çамрăксене медицина енĕпе тĕрĕслеççĕ, Министрсен Кабинечĕ тивĕçлĕ норма никĕсне йышăннă. «Çар служби - пурнăçăн лайăх шкулĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев республика призыв планне ăнăçлă пурнăçласса шаннине палăртса.

Районсемпе хуласен администрацийĕсен, ЖКХ организацийĕсен газшăн, электроэнергишĕн тÿлемелли парăмĕсемпе çыхăннă ыйтупа строительство министрĕ Владимир Громов сăмах илнĕ. Газ тĕлĕшпе Элĕк, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле районĕсен, Улатăр, Çĕмĕрле хулисен администрацийĕсен парăмĕсем самай пысăк. Çавăн пекех ЖКХ организацийĕсем те парăма кĕрсе кайнă. Уйрăмах - Канаш тата Çĕмĕрле хулисенчи организацисем.

Вырăнсенчи бюджетсен шучĕпе тытса тăракан тытăмсен электроэнергишĕн тÿлеменнине пула капланнă парăмĕсем пирки те уйрăм калаçу пулнă. Чылай районпа хулара парăм пачах çук, анчах пĕрисем парăмсене çине тăрсах татнă вăхăтра теприсем вĕсен виçине ÿстерсе пыраççĕ. Калăпăр, Куславкка районĕнчи бюджет учрежденийĕсем кăрлач-нарăс уйăхĕсемшĕн те тÿлесе татман.

Михаил Игнатьев должноçри çынсем яваплăха туйманни çинчен каланă, парăмсене кĕске вăхăтрах татма хушнă: «РФ Правительстви штраф санкцийĕсене пăрахăçларĕ, газпа электроэнерги хакланман. Çавăнпа та ертÿçĕсем хăйсен обязательствисене пурнăçламаннине ăнланма йывăр».

ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш çурхи ейÿпе çыхăннă ĕç-пуçпа паллаштарнă. Ака уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри лару-тăру йĕркеллĕ, шывсем çинче инкек-синкек пулман. Гидрометцентр ака уйăхĕнчи сывлăш температури норма шайĕнче /6 градус ăшă/ пуласси çинчен прогноз панă, юр-çумăр виçи нумай çул хушшинче пулнă вăтам шайран /22 мм/ пĕчĕкрех пулмалла. Сăр çинче пăр халĕччен пулнă вăтам вăхăтран 4-7 кун каярах юлса каясси, шыв шайĕ Çавалта палăрмаллах хăпарасси çинчен пĕлтернĕ.

Республика Пуçлăхĕ ейÿ тĕлĕшпе сыхă та хатĕр пулма, тивĕçлĕ службăсене вырăна тухса тĕрĕслеме хушнă.

  К.ВОЛКОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
10 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter