Стройкăсене хăвăртлатмалла
Республика Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин ĕнер çынсем пая кĕрсе пуçарнă, çивĕчлĕх тухса тăнă строительство объекчĕсене вĕçлес ыйтусемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. Унашкаллисен шутĕнче пурăнмалли 9 çурт: 7 - Шупашкарта, 2 - Çĕнĕ Шупашкарта. Паянхи кун тĕлне ăнăçсăр застройщиксене пула шар
курнисен списокĕнче 575 çын.
Шупашкарти Чернышевский урамĕнчи «Финн айлăмĕ» микрорайонти икĕ çурта тăваççĕ, анчах строительство хăвăртлăхĕ тивĕçтермест. Ытти 7 объект тĕлĕшпе татса паман ыйту нумайрах. Иван Моторин пурнăçланă ĕçсем çителĕксĕррине палăртса хуласен пуçлăхĕсене ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каланă. Сăмахран, Тулăх урамри /застройщикĕ «Домострой» ООО/ 5 хутлă, 30 хваттерлĕ çурт тĕлĕшпе унăн строительствине пая кĕрсе хутшăнакансенчен застройщик прависене урăх компание памашкăн килĕшÿ илме, çĕр лаптăкне ăна памалли йĕркене çирĕплетме сĕннĕ. Элькер урамĕнчи 9 хутлă, 239 хваттерлĕ пурăнмалли çурт /застройщикĕ «Сарет» ООО/ тĕлĕшпе тулаш сăнав процедурине тăсмалла, вĕçленмен строительство объектне ЖСКна памалла, çĕнĕ подрядчик-инвестора палăртмалла, юлнă строительство-монтаж ĕçĕсен сметине хатĕрлемелле.
Правительство пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкарти ыйтуллă строительство объекчĕсемпе çыхăннă лару-тăрăва çивĕччĕн тиркенĕ. Совет урамĕнчи 10 хутлă, 198 хваттерлĕ çурт /застройщикĕ «Заря» ЖСК/ тĕлĕшпе строительствăна вĕçлемелли тăкаксене пĕчĕклетмелли сĕнÿсем хатĕрлемеллине палăртнă, «Заря» тата «Регионстрой» АУО хушшинче подряд килĕшĕвĕ тума сĕннĕ. Кăнтăр урамĕнчи 5 хутлă, 31 хваттерлĕ çурт /«Юг-3» ТСЖ тăвать/ пирки калас тăк - çĕр лаптăкне йĕркелемелле, объекта туса пĕтерме аукцион ирттермелле, «Юг-3» тата çĕнĕ подрядчик подряд килĕшĕвĕ тăвассине татса памалла.
О.ЕГОРОВ