Вăнар районĕ: паллашăр, çĕнĕ кĕнеке: «Вурнарцы – люди Байконура»

Район летопиçне тепĕр кĕнеке хушăнчĕ. Вăл çар службине, кун-çул ĕçне-хĕлне Байконур космодромĕнче ирттернĕ ентешĕмĕрсемпе паллаштарать («Вурнарцы – люди Байконура. Сборник статей и воспоминаний». Вурнары–2012). Материалсен пуххине Ю.А.Гагарин космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитнине, Космонавтика çулталăкне тата А.Г.Николаев тĕнче уçлăхне пирвайхи хут тухнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Пуçламăш страницăсенче Чăваш çĕр-шывĕн летчик-космонавчĕсемпе – А.Г.Николаевпа, Н.М.Бударинпа, М.Х.Манаровпа паллаштарнă.

Юрий Иванова эпир, Вăрнар енĕн çыннисем, çак кĕнекеччен пачах пĕлмен тесен те юрать. Пĕлме май та пулман – куна ăнланмалла ĕнтĕ. Сăн ÿкерчĕкĕсене пăхатăп та – эп ăна 1955 çултан лайăх астуса юлнă-мĕн. Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта эп малтанхи çул, вăл юлашки çул вĕрентĕмĕр. Каснă-лартнă Владимир Ульянов тетчĕç Юрие. Сăн-пичĕпе кĕлеткинчен кăна мар, вĕренессипе те, сăпайлă, активлă хастарлăхĕпе те, хăюлăхĕпе те. Шкул хыççăн вăл питĕ нумай вĕреннĕ. 1969 çулта Ленинградра çар инженерĕсен А.Ф.Можайский ячĕпе хисепленекен академине пĕтернĕ. Вара службăра 1989 çулччен Байконур космодромĕнче тăнă. Юрий Ивановичăн тĕлĕнмелле кун-çулĕпе пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Он был начальником штаба Гагаринского старта» очеркра каласа кăтартнă. Авторĕ – службăра пĕрле пулнă, юлташне çывăх пĕлнĕ Эрик Васильевич Васильев полковник. Çак кĕнеке идейипе проектне шутласа кăлараканĕ те – Эрик Васильевичах.

Юрий Харистанфович Михайлова та халап-легендăри çын темелле. Вăл Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина наукисен докторĕ. К.Э.Циолковский ячĕпе хисепленекен Раççей космонавтика академийĕн член-корреспонденчĕ. Халь И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче факультетлă хирурги кафедрин доценчĕ, профессор. Вăл Чăрăшкас Мăратра колхозниксен нумай ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕ. Кĕнекере унпа «На Байконуре занимал следующие должности» очерк урлă паллаштарнă.

Космодромри инженерла ĕçсен управленийĕн 1164-мĕш çар-политика пайĕн начальникĕ Э.В.Васильев полковник службăна чыслăн та мухтавлăн ирттертĕмĕр тесе палăртать. Кун пирки вăл 2005 çултах хăйĕн «Байконур» кĕнекинче витĕмлĕ каланăччĕ. Ку кĕнекере унăн мăшăрĕ Людмила Лазаревна врач çинчен çырни пур. Космодромра, Ленинск хулипе Тюра Там поселокĕнче вăл паллă тухтăр пулса тăнă, поликлиникăра физиотерапи уйрăмне ертсе пынă май сиплев ĕçне çĕнĕлĕхсемпе пуянлатнă.

Раççей Космонавтика федерацийĕн вице-президенчĕ В.П.Тихонов («Байконур остается с нами»), экономика наукисен докторĕ С.А.Владимиров профессор («Я учился и работал на Байконуре») аса илнисем питĕ интереслĕ вуланаççĕ. Авторсен ретĕнче А.И.Ильин (Хирпуçĕнчен, халь район администрацийĕн специалисчĕ), Г.Ф.Кудрявцев (Кивьялтан, Мускавра пурăнать, «Высота», «Постамент», «Мой Байконур» ялтă кĕнекесем кăларнă), А.М.Степанов, Ю.С.Степанов (Вăрнар), В.Д.Скворцов, Н.Г.Тикинев (Мăньял Хапăс), А.Н.Сорокин (РОВД), Н.И.Васильев (Кайри Тукай), Н.Ф.Афанасьев (Кĕçĕн Кипек), С.К.Никифоров (Уйкас Явăш), Г.И.Иванов (Хăмăш), Г.И.Квасов (Мăн Явăш), З.В.Углов (Туçи Мăрат) тата ыттисем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Г.Николаев çĕнĕ ĕçе ырă çул сĕнет. «Байконурта пулнисем, – тенĕ вăл, – район халăхĕн ылтăн фондне активлăн çырăннă çынсем. Ку кĕнеке пирĕншĕн çамрăк ăрăва тĕрĕс пăхса ÿстерес ĕçре хушма пособи вырăнĕнче пулĕ». Вăрнарсен ăна кашни библиотекăрах курас килĕ. Килти сĕтелпе кĕнеке çÿлĕкĕ валли туянас текенсем хаçат редакцийĕпе çыхăнма пултараççĕ.



12 апреля 2012
13:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter