Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Космонавтика кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ космонавт летчиксем, ăсчахсем, конструкторсем, уçлăха парăнтарас ĕçĕн ветеранĕсем, ракетăпа космос çарĕсен ĕçченĕсем тата çар çыннийĕсем!

Сире Космонавтика кунĕ ячĕпе саламлатăп!  1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шыв, этемлĕхĕн чи çутă ĕмĕтне чăна çавăрса, инçетри çăлтăрсем патне чи малтан çул хыврĕ. Юрий Гагарин уçлăха вĕçни космонавтика аталанăвĕнче палăрмаллах мала иртме май панă тата Хĕвел системине хастарлăн тĕпчеме хавхалану кÿнĕ. Пирĕн республикăра пурăнакан кашни çынах Чăваш Енĕн Тĕнче уçлăхне парăнтарнă мухтавлă ывăлĕсемпе тивĕçлипе мăнаçланать. Кăçалхи çурла уйăхĕнче эпир Чăваш Ен легенди шутланакан Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, уçлăха вĕçме Гагаринпа пĕрле хатĕрленнĕ космонавтсен пĕрремĕш отрячĕн членĕ Андриян Николаев космоса вĕçнĕренпе çур ĕмĕр çитнине паллă тăватпăр. Николай Бударинпа Муса Манаров космос паттăрĕсен ячĕсем те Чăваш Енпе тачă çыхăннă. Ан тив, уçлăха пуçласа çул хывакансен паллă çитĕнĕвĕсем пирĕншĕн чăн-чăн патриотлăхăн тата суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăнса пурнăçланин ырă тĕслĕхĕ пулса тăччăр. Çав тери кăткăс, наукăпа тачă çыхăннă тата хальхи саманашăн питех те кирлĕ сферăра паян вăй хуракан мĕн пур çынна çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем, тăнăçлăх тата ырлăх сунас тетĕп! 

Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                 М.Игнатьев.



12 апреля 2012
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter