«Хăвăрăн профессие юратăр, малаллах талпăнăр»
Ĕнер Шупашкарти коопераци институтĕнче Раççей Федерацийĕн потребительсен обществисен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унăн девизĕ - «Уй-хиртен лавкка сентри таран». Семинар-канашлура ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрлес, тирпейлес тата сутас ыйтусене сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.
Раççейĕн çитмĕл ытла регионĕнчен килнĕ кооператорсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Эсир патшалăхăн халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă программисене хастар хутшăнатăр. Ял çыннисене, хуçалăхсене ытлашши çимĕçе вырнаçтарса тупăш илме пулăшатăр, çĕр-шыв экономикине курăмлă тÿпе хыватăр. Пĕрле, алла-аллăн ĕçлесен ÿсĕм пулатех. Хăвăрăн профессие юратăр, малаллах талпăнăр», - терĕ вăл.
Михаил Игнатьев Раççей Центросоюзĕн канашĕн председательне Евгений Кузнецова çĕр-шыври потребительсен обществисен представителĕсен 138-мĕш пухăвне тата семинар-канашлăвне ирттерме Чăваш Республикине суйласа илнĕшĕн тав турĕ. Евгений Кузнецов çирĕплетнĕ тăрăх - ку ăнсăртран мар: Чăвашпотребсоюз темиçе çул ĕнтĕ çĕр-шыври потребкоопераци обществисен хушшинче малти вырăнсене йышăнать. Унăн кашни отраслĕнчех паха опыт пухнă. Евгений Кузнецов канашлăва килнисем виçĕм кун ушкăнсене пайланса тăватă райпона çитсе курнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, Элĕк райповĕн çăкăр завочĕн ĕçĕпе кăмăлтан паллашнине палăртрĕ. Унта çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем кăларас тĕлĕшпе çĕнĕ технологисемпе анлă усă кураççĕ. Çавна пула тавар пахалăхне чылай лайăхлатма пултарнă.
Центросоюз канашĕн председателĕ Евгений Кузнецов Чăваш Ен кооператорĕсене республика ертÿçисем пулăшса пыни те ытти регионшăн ырă тĕслĕх пулмалли çинчен каларĕ. Вăл ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева Центросоюзăн чи сумлă наградине - «Потребкоопераци аталанăвне тÿпе хывнăшăн» орден - пачĕ.
Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов пухăннисене чăваш кооператорĕсем хатĕрлев, хуçалăха аталантарас, пурлăх-техника никĕсне çирĕплетес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Унтан семинар-канашлăва килнисем ултă ыйтупа йĕркеленĕ «çавра сĕтел» калаçăвĕсене хутшăнчĕç.
Алина ЛУКИЯНОВА