Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин антитеррор комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Кĕçнерни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин антитеррор комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Унта транспорт çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтермелли программăна мĕнле пурнăçланине, çавăн пекех халăх йышлă хутшăнакан мероприятисене ирттернĕ чух терроризмран сыхланассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Халăхăн транспорт çинчи хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем паян питех те çивĕч. Вĕсене ăнăçлă татса парасси вăй тытăмĕсемпе влаç органĕсем алла-аллăн ĕçленинчен кăна мар, граждансен сыхлăхĕнчен те нумай килет. «Республика территорийĕнчи лару-тăру йĕркеллĕ. Анчах ку лăпланмалли сăлтав мар. Кашни хăйĕн вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлени Чăваш Енре пурăнакансен хăрушсăрлăхĕпе лăпкăлăхне тивĕçтерет», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев тĕп тĕллевсене палăртнă. Чи малтанах - видеосăнав тытăмĕсене анлăн ĕçе кĕртесси, оборудование çĕнетесси, тивĕçлĕ специалистсем валли хăтлă ĕç условийĕсем йĕркелесси. «Шкулсемпе ача сачĕсене, больницăсемпе культура çурчĕсене терроризмран хÿтĕлессине май пур таран çирĕплетмелле, - палăртнă Михаил Васильевич. - Терроризм халап мар, ку енĕпе çăмăлттайлăх пулма пултараймасть - халăхăн çакна ăнланмалла».



13 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter