Канаш районĕ: «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль конкурсĕсем пулса иртрĕç

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Вырăскас Пикших вăтам шкулĕ» муниципалитетăн вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕн район тапхăрĕнчи икĕ конкурсĕ пулса иртрĕ.

«Чăвашлăх тĕнчи» мультимеди презентаци конкурсĕнче 7-9 классенче вĕренекен 23 ача виçĕ темăран пĕрне суйласа илсе тĕпчев ĕçĕ хÿтĕлерĕ. «Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх» темăпа тĕпчеве тишкерÿ шайне çитерме пултарнипе, ума лартнă тĕллеве татса панинпе, материала каласа пама тата автор хăйĕн материалне туллин пĕлнипе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Энтрияль вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Алина Семёнова мала тухрĕ, 2-мĕш вырăнта – Екатерина Данилова (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Чарпуç вăтам шкулĕ, 7-мĕш класс), 3-мĕш вырăнта – Кристина Иванова (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕ, 8-мĕш класс). «Степан Максимовпа Федор Павлов – чăвашсен пирвайхи композиторĕсем» темăпа 14 ача тухса калаçрĕ. 1-мĕш вырăна пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Чакаç вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Ольга Кузнецова тивĕçрĕ, 2-мĕш вырăна – Дмитриева Валерия (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Катек вăтам шкулĕ, 7-мĕш класс), 3-мĕш вырăна – Дарья Ильина (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Карăклă вăтам шкулĕ, 8-мĕш класс). «Н.И.Ильминскипе В.К.Магницкий – халăхсене çутта кăларакансем» темăпа Ольга Иванова (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Сухайкасси вăтам шкулĕ, 7-мĕш класс, 1-мĕш вырăн) тата Виктория Максимова (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Карăклă вăтам шкулĕ, 9-мĕш класс, 2-мĕш вырăн) палăрчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Энтрияль вăтам шкулĕнче вĕренекен Алина Семёнова конкурсăн республика тапхăрне хутшăнма тивĕç пулчĕ. Жюри унăн тĕпчев ĕçне чи лайăххи тесе ыйшăнчĕ. Шупашкарта Алинăн хăйĕн тĕпчев ĕçне 5-7 минут хушшинче презентаци тумалла тата республика жюри членĕсен ыйтăвĕсене хуравламалла.

«Шевле – 2012» ÿнер ăсталăхĕн конкурсне 6-9 классенче вĕренекен 15 шкул ачи хутшăнчĕ. Вĕсем Россия историйĕн çулталăкне халалланă «Тăван халăх историйĕ юлĕ манăн чĕремре» темăпа 2-3 сехет хушшинче ÿкерчĕк хайларĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Марина Кириллова 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, 2-мĕш вырăн – Зоя Григорьева (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Чакаç вăтам шкулĕ, 9-мĕш класс) тата Анастасия Иванова (Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Шăхасан вăтам шкулĕ, 8-мĕш класс), 3-мĕш вырăн – Юлия Васильева (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Çеçпĕл вăтам шкулĕ, 9-мĕш класс).

 Марина Кириллова «Шевле – 2012» конкурсăн республика тапхăрне хутшăнать. Алина Семёновăпа Марина Кирилловăна ăнăçу сунатпăр!



13 апреля 2012
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter