Республикăн Финанс министерстви тата Перекет банкĕ: малалла - алла-аллăн

 

Ытлари кун Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче Чăваш Енĕн Финанс министерствипе Раççей Перекет банкĕн 8613-мĕш Чăваш уйрăмĕ Патшалăх контрактне алă пуснă. Унăн пĕлтерĕшĕ - тÿлев /дебет/ банк карточкисемпе усă курса бюджет организацийĕсене укçа пама кирлĕ банк шучĕсем уçмалли тата вĕсене тытса пымалли пулăшу ĕçĕсем кÿресси. Патшалăхăн çак контрактне пурнăçланă май Чăваш Республикинчи патшалăх учрежденийĕсене укçапа тивĕçтерес енĕпе бюджет тытăмĕшĕн принцип тĕлĕшĕнчен çĕнĕ йĕрке вăя кĕрĕ. Çак тĕллевпе пĕтĕм тĕнчери банк карточкисемпе усă курĕç. Укçан пурнăçламан тÿлевсем валли 700 ытла дебет карточки кăларма палăртнă. Чăваш Республикин Финанс министерствин представителĕсем палăртнă тăрăх - пĕлтĕр бюджет тăкакĕсен тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе республика бюджечĕн укçипе хуçаланакан тĕп тытăмсемпе тата ăна илекенсемпе пĕрле Чăваш Республикин республика бюджетне пурнăçланă май укçа-тенкĕн укçан пулакан çаврăнăшĕн калăпăшне чакарас енĕпе ĕçленĕ. Çав шутра - банк карточкисемпе ĕç укçи тÿлемелли проектсемпе килĕшÿллĕн тунă ĕç. 2010 çулхипе танлаштарсан туяннă таварсемшĕн, пурнăçланă ĕçсемпе пулăшу ĕçĕсемшĕн укçан пурнăçланă тÿлевсен тÿпи 2011 çулта икĕ хут чакнă, 4% /883 млн тенкĕ/ вырăнне 2% /471 млн тенкĕ/ танлашнă. Çапах чылай ĕç пурнăçланă пулин те Чăваш Енре укçа-тенкĕн укçан пулакан çаврăнăшĕн калăпăшĕ çав-çавах пысăк-ха. Чăваш Республикин Наци банкĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх - çулталăкра укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче унăн укçан пайĕ 39% чакнă, çапах Раççейри вăтам виçерен çав-çавах пысăкрах юлнă /01.12.2011 ç. тĕлне - 24,9%/.

Чăваш Республики Раççей Перекет банкĕпе пĕрле çĕр-шыври пирвайхи регионсен шутĕнче бюджет организацийĕсенчи укçа-тенкĕн укçан пурнăçлакан çаврăнăшне чакарма тата укçан тÿленипе çыхăннă тăкаксене пĕчĕклетме пĕтĕм тĕнчери банк карточкисемпе çине тăрсах усă курма пуçлать.

Раççей Банкĕ 03.10.2002 ç. панă 1481-мĕш генеральнăй лицензи.("Хыпар" хаçат хатĕрленĕ)



14 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter