Тĕн çыннисемпе ĕненекенсем Иерусалимран илсе килнĕ Ырă кÿрекен çулăма кĕтсе илнĕ

Христос тĕнне ĕненекенсен тĕп уявĕнче - Мăн кунра - пур çĕрте те шăпах çак сăмахсем янăранă. Шăмат кун каç Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава тĕп хулари Татиана чиркĕвĕнче Мăн кун кĕлли ирттернĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемйипе хутшăннă. Михаил Васильевичпа Варнава пĕр-пĕрне Мăн кун çăмартисем парса саламланă. Кĕлĕ пуçланиччен тĕн çыннисемпе ĕненекенсем урамра Иерусалимран илсе килнĕ Ырă кÿрекен çулăма кĕтсе илнĕ. Варнава Евангелире каланисене славянла, вырăсла тата чăвашла вуланă. Кирилл Патриарх архипастырьсем, пачăшкăсем, тиексем, манахсем тата Вырăс Православи чиркĕвĕн шанчăклă тусĕсем патне янă Çырăва вуласа панă. Çур çĕр çитеспе çĕр-çĕр çын чиркÿ тавра йĕркеленĕ хĕреслĕ çула хутшăннă. Служба вĕçленсен Варнава митрополит пурне те Христос чĕрĕлнĕ ятпа саламланă, ырлăх-сывлăх суннă.



16 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter