Вăнар районĕ: çĕнĕ кĕнекепе паллашрĕç

Космонавтика кунĕнче – ача-пăча пултарулăх çуртĕнче «Вурнарцы – люди Байконура» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Ку – ентешсем, пĕр ялта çуралса ÿснĕ Эрик Васильев полковникпа паллă журналист, писатель, район хаçачĕн редакторĕнче нумай çул ĕçленĕ Михаил Васильев кăларнă пĕрремĕш кĕнеке мар. Район хаçачĕн типографийĕнче «пиçсе» тухнă «Байконур: космос çулĕ çĕр çинче хывăнать» (2005 ç.), «Офицеры» (2011ç.) кĕнекесене вулакансем хапăлласа йышăнчĕç.

Иртнĕ çул та хăйсен пархатарлă шухăшне вĕсем чи малтан хаçатра ĕçлекенсене уçса пачĕç. Иртнĕ çулхи мартăн 19-мĕшĕнче «Çĕнтерÿ çулĕнче» Михаил Васильев хăйĕн статйинче «Вурнарцы – люди Байконура» аса илÿсен пуххи тухасси çинчен пĕлтерсен редакцине Байконур космодромра службăра тăнă, ĕçне-хĕлне ирттернĕ ентешĕмĕрсем пĕрин хыççăн тепри ал çырăвĕсене илсе килчĕç, аякри хуласенче пурăнакансем электрон почти урлă материалсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе тивĕçтерчĕç. «Байконур – Шупашкар» космонавтика Ассоциацийĕн ертÿçи В.Тихонов хăех çав тери пуян документсем ярса пачĕ. Э.Васильев Мускавран тăтăшах шăнкăравласа çĕнĕрен те çĕнĕ информацисемпе тивĕçтерчĕ. Районти ветерансен Канашĕн председателĕн, Байконур ветеранĕн А.Ильинăн пулăшăвне туйса тăтăмăр.

«Çĕнтерÿ çулĕн» коллективĕ пысăк яваплăхпа ĕçе пуçăнчĕ. Мĕн пур материал темиçе хут çивĕч тĕрĕслев-юсав витĕр тухрĕ. Кĕнеке редакторĕ Михаил Васильев, паллах, тĕп критик вырăнĕнче пулчĕ. Калăплав процесĕ чăнахах çунатлантарчĕ, çĕнĕ шухăшсем страницăсене илемлетес ĕçе хывăнчĕç.

Космонавтика кунĕ умĕн акă редакци коллективĕ çĕнĕ «çимĕçе» кун çути парнелерĕ. Кунашкал кĕнеке республикăра урăх çук. Ентешĕмĕрсен кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ Байконур, Раççей космонавтикин историйĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕç, вĕсем патриотлăх туйăмне хушаççĕ. Ахальтан мар ĕнтĕ «Вурнарцы – люди Байконура» аса илÿсен пуххин презентацине çитĕнекен ăрăва – Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулсенчи çамрăк космонавтсен отрячĕсене – чĕнчĕç. Ача-пăча пултарулăх çурчĕн коллективне тав – планпа пăхман пулин те мероприятие вĕсем çÿллĕ шайра, кăсăклă йĕркелерĕç, космос çинчен калакан фильмпа, юрă-кĕвĕпе пуянлатрĕç. Пухăннисем историпе краеведени музейĕнчи куравпа та, экспонатсемпе те паллашрĕç.

Ачасем кĕнекене ячĕшĕн мар, кăсăкланса уçни, вуланине пăхма кăмăллă пулчĕ. Александр Ильин акă виççĕмĕш космонавт А.Николаев валли космос карапне пухас ĕçе хутшăннă. Байконурта вăл çĕршыв историйĕнче йĕр хăварнă паллă çынсене – С.Королев тĕп конструктора, Ю.Гагарин, Г.Титов, А.Николаев космонавтсене пĕрре мар курнă. Унăн аса илĕвĕсене ачасем çăвар карсах итлерĕç.

«Вурнарцы – люди Байконура» редакторĕ Михаил Васильев çак кĕнеке кашни шкулта, библиотекăра пулмаллине, ăна çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх, патриотизмла воспитани паракан пособи вырăнне хумаллине палăртрĕ.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакторĕ Вячеслав Николаев кĕнекене ача-пăча пултарулăх çуртне, музея, библиотекăсене парнелерĕ.



16 апреля 2012
10:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter