«Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалне йыхравлатпăр

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхине кăмăллакансем,  хула тата район шайĕче çĕнтерсе мала тухнă вĕренекенсем «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивальне пуçтарăнаççĕ. Мероприяти 9.00 сехетре пуçланать.

Фестиваль виçĕ номинаципе иртет:

-          наци шкулĕнче вĕренекен ачасен «Чăвашлăх тĕнчи» мультимеди презентаци конкурсĕ;

-          вырăс шкулĕнче вĕренекен ачасем валли чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс;

-          «Шевле – 2012» - Раççей космонавтикин çулталăкне халалланă, «Инçетри планетăсен тусанлă сукмакĕсем çинче юлĕç пирĕн йĕрсем…» девизпа ирттерекен  ÿнер ăсталăхĕн  конкурсĕ.

Фестиваль тĕллевĕ - шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклесси, чăваш чĕлхине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртасси.>>>

 Тĕплĕнрех



17 апреля 2012
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter