Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РусГидро» АУО правленийĕн тата «ФСК ЕЭС» АУОн представителĕсемпе тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер «РусГидро» АУО правленийĕн председателĕн çумĕпе - тĕп инженерĕпе Рахметула Альжановпа тата «ФСК ЕЭС» АУОн тĕп инженерĕн çумĕпе Павел Тюделековпа тĕл пулнă. Михаил Васильевич Шупашкар çĕр-шывăн электротехника промышленноçĕн, микропроцессор изделийĕсемпе реле хÿтлĕхĕн центрĕ пулни çинчен каласа панă. Пирĕн предприятисен продукцийĕ «хак - пахалăх» шайлашупа тĕнчери нумай аналогран ирттерет. Çакна тĕрлĕ конкурсри çĕнтерÿсем те çирĕплетеççĕ. Михаил Игнатьев çавăн пекех кăçалхи нарăсра Шупашкарта пулнă май Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев та Чăваш Енĕн влаç органĕсем, отрасль предприятийĕсем тата техника профессийĕсемпе специалистсене хатĕрлекен вузсем тытакан çыхăнăва пысăка хурса хакланине палăртнă. Хăнасем пĕлтернĕ тăрăх - ЧЭАЗ хăй вăхăтĕнче çĕр-шывра пĕтĕм энергетика валли продукци кăларакан пĕртен пĕр завод пулнă. Паян тĕнче шайĕнче конкуренци никĕсĕ çинче нумай компани ĕçлет. Павел Тюделеков Шупашкарти компанисем кăларакан продукцие «ФСК ЕЭС» специалисчĕсем Анăçри тĕслĕхсенчен лайăхрах хакланине палăртнă. Ăнăçлă ĕçтешлĕх тĕслĕхĕсенчен пĕри - компани «ЭКРА» НПП ОООпа тачă çыхăну тытни. Рахметула Альжанов «РусГидро» АУО Чăваш Енри предприятисемпе инноваци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе чылайранпа алла-аллăн ĕçлени çинчен каланă. Тĕл пулура электроэнерги туса кăларассипе, Шупашкар ГЭСĕн шыв шайне 68 метр таран çĕклессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Аса илтерни вырăнлă: ĕнер Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери наука-практика конференцийĕ тата «РЕЛАВЭКСПО-2012» курав уçăлнă. Унта реле хÿтлĕхĕн, производство процесĕсене автоматизацилессин, электроэнерги парса тăрассин çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштараççĕ.



17 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter