Михаил Игнатьев политика партийĕсен республикăн Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕсен ертÿçисемпе çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин депутачĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев политика партийĕсен республикăн Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕсен ертÿçисемпе, çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин депутачĕсемпе Валентин Шурчановпа, Анатолий Аксаковпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Унта экономикăри, политикăри тата социаллă сферăри ыйтусене пăхса тухнă, политика вăйĕсем çыхăну тытмалли малашлăха сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев политика вăйĕсен пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тунă май яваплăха туймалли çинчен каланă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетсе республикăра ÿсĕм çулĕпе утнине, ĕç укçи енĕпе парăмсене чакарассипе ĕçленине палăртнă. Калаçу вăхăтĕнче хĕвел модулĕсем хатĕрлекен завода тăвас ыйтусене сÿтсе явнă. Правительство пуçлăхĕ хальхи вăхăтра тĕп производство корпусĕнчи монтаж ĕçĕсене вĕçленине, çĕртме уйăхĕнче продукци кăларма пуçласса пĕлтернĕ. Чăваш Енри район-хулари тÿрĕ кăмăллă мар управляющи компанисемпе çыхăннă лару-тăрăва, çул-йĕр фончĕ еплерех пулнине пăхса тухнă.



17 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter