Усă курман çĕр лаптăкĕсене тавăрса пама тивĕ
Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Чăваш Республикин 2012 çулхи I кварталти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков пĕлтернĕ. 2011 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан промышленноç производствин индексĕ 118,7% пулнă. Республика промышленноç комплексĕ хăйĕн вăйĕпе 34 млрд тенкĕлĕх продукци ăсатнă, ĕçсем тунă, пулăшу ĕçĕсем пурнăçланă. Çакă 2011 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчи тапхăртан 19,8% ытларах. «Промтрактор - Вакун» АХОра, «Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» ăслăлăх-производство комплексĕ» АУОра, «ЧЭАЗ» акционерсен обществинче, «Промтрактор - Промлит» ОООра, «Шупашкарти «Çеçпĕл» предприятире, «ЭКРА» НПП ОООра, «Электром» ОООра, «АККОНД» АУОра, «Етĕрне сĕчĕ» АУОра тата ыттисенче те производство калăпăшĕсем ÿснĕ. Электроэнерги, газпа шыв туса илесси, валеçесси чакнă - 97,1%.
Ял хуçалăх продукцийĕ туса илнин индексĕ 100,5-101% танлашнă. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра инфляци шайĕ чакнă, 101,1% пулнă. Апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем 1,8% ÿснĕ. 2012 çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче уйăхри вăтам ĕç укçи 14989,7 тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи çак уйăхсемпе танлаштарсан 17,1% ÿснĕ. 2012 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи енĕпе парăм 50,9 млн тенкĕ пулнă, çулталăк пуçламăшĕнчен 28,2 млн тенкĕ чакнă /35,7%/. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ ĕçлеме пултаракан вăй питти халăх йышĕн 1,2% танлашнă.
2012 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне тупăшсем енĕпе 7656,1 млн тенкĕлĕх пурнăçланă. I кварталта республика бюджечĕн тăкакĕсем 6466,4 млн тенкĕ пулнă.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх парăмĕ - 6797 млн тенкĕ /çулталăк пуçламăшĕнче - 9051,3 млн тенкĕ/, 2254,3 млн тенкĕ /24,9%/ чакнă.
2012 çулхи I кварталта строительство енĕпе 4333,7 млн тенкĕлĕх ĕç тунă, ку вăл 2011 çулхи çак тапхăрти 113,4% танлашать. Кăрлач-пуш уйăхĕсенче 51,1 пин тăваткал метр 378 хваттер тунă.
Михаил Игнатьев ЧР Правительстви хăй вăхăтĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен категорийĕнчен куçарнă территорисенче пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе йышăннă обязательствăсене пурнăçламан строительство компанийĕсемпе фирмăсен ĕçне критикленĕ. Михаил Игнатьев çавăн пекех пир-авăр тата çĕвĕ отраслĕн ĕçченĕсен ĕç укçи пĕчĕккипе кăмăлсăрланнине палăртнă. Чăваш Енре çĕвĕ производстви аталанать, çав шутра ялта та. Анчах та отрасльти ĕç укçи экономикăри вăтам кăтартуран икĕ хут пĕчĕкрех.
2011-2012 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăрăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе республикăн хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Владимир Громов паллаштарнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсенче чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерме вырăнти бюджетсен тата бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕ шучĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсенче авари пуласран 60,942 млн тенкĕлĕх пурлăх ресурсĕсен саппасне йĕркеленĕ.
Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнăранпа Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ должноçри 110 çынна администраци тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.
В.ВАСИЛЬЕВ